News by date 5 December 2023
-
Обществăлла транспортпа çӳремелли хаксем ӳсеççӗ
Хусанта обществăлла транспортпа çӳремелли хаксем ӳсеççӗ, укçан — 42, банк е транспорт карттипе 38 тенкӗ тӳлемелле пулать.
-
Июль уйăхӗччен тарифсем улшăнмаççӗ
Раççейӗн мӗнпур регионӗсенчи пекех Тутарстанра та коммуналлă услугăсемшӗн хаксем ӳсеççӗ, анчах халех мар-ха, тепӗр çур çултан, урăхла каласан 2024 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен. Çакă чăн малтан федераллă законодательствăпа, федераллă индексаципе, вӗри шыва çӗнӗлле шутланипе тата вăтам ӗç укçи ӳснипе çыхăннă.
-
Вӗрентекенсемпе тухтăрсене 2025 çулта Раççейре тунă планшетсемпе тивӗçтереççӗ
Тепӗр çул тӗрлӗ планшетсене тӗпчесе чи лайăххине суйласа илеççӗ те 2025 çултан вӗсемпе учительсемпе врачсене тивӗçтерме тытăнаççӗ. Çакăн пирки TAdviser Summit 2023 форумра РФ цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев пӗлтернӗ.
-
Директорсен канашçисене вӗрентме 2024 çултан укçа уйăрма пуçлаççӗ
2024 çултан Раççей Правительстви шкулсенчи директорсен воспитанипе тата обществăлла пӗрлӗхсемпе ӗçлес енӗпе канашçисене вӗрентме укçа уйăрма тытăнать.
-
Ял хуçалăх ярмăрккисем декабрӗн 23-мӗшӗччен пулаççӗ
Тутарстанра вун виççӗмӗш ял хуçалăх ярмăрккине пӗтӗмлетнӗ.
-
Çывӑх кунсенче -34 градус таран сивӗтет
Декабрӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа 13-мӗшӗччен республикӑра шартлама сивĕсем пулаççĕ.