Ял хуçалăх ярмăрккисем декабрӗн 23-мӗшӗччен пулаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалăх ярмăрккисем декабрӗн 23-мӗшӗччен пулаççӗ

Тутарстанра вун виççӗмӗш ял хуçалăх ярмăрккине пӗтӗмлетнӗ.

Сентябрӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа республикăра йăлана кӗнӗ ял хуçалăх ярмăрккисем ӗçлеççӗ. Вӗсем кашни шăматкун Хусанти 14, Çырчаллипе Ешӗлвар районӗнчи 2-шер, Анат Камăри 3 площадкăра тата 26 муниципаллă районта тапхăр-тапхăр иртеççӗ. 


13 ярмăркка ирттерсе республикăри ял хуçалăх ӗçченӗсем 8131 тонна пахча çимӗç (çав шутра 4941,7 тонна çӗрулми), 206,3 тонна сӗт, 677,6 тонна сахăр песокӗ, 999,7 тонна аш-какай сутнă. 


Аса илтеретпӗр, ярмăрккасем декабрӗн 23-мӗшӗччен шăматкунсенче иртеççӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Нет комментариев