Обществăлла транспортпа çӳремелли хаксем ӳсеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Обществăлла транспортпа çӳремелли хаксем ӳсеççӗ

Хусанта обществăлла транспортпа çӳремелли хаксем ӳсеççӗ, укçан — 42, банк е транспорт карттипе 38 тенкӗ тӳлемелле пулать.

Хусанта обществăлла транспортпа çӳремелли хаксем ӳсессине пӗлтерчӗ Тарифсем енӗпе патшалăх комитечӗн ертӳçи Александр Груничев паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра. Çапла вара укçан — 42, банк е транспорт карттипе 38 тенкӗ тӳлемелле пулать. Чăн та, Александр Груничев сăмахӗпе, хальлӗхе татăклă хак мар-ха ку, сӗнни кăна. Ведомство ыйтăва декабрӗн 8-мӗшӗнче пăхса тухма хатӗрленет.


общество

Нет комментариев