Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентекенсемпе тухтăрсене 2025 çулта Раççейре тунă планшетсемпе тивӗçтереççӗ

Тепӗр çул тӗрлӗ планшетсене тӗпчесе чи лайăххине суйласа илеççӗ те 2025 çултан вӗсемпе учительсемпе врачсене тивӗçтерме тытăнаççӗ. Çакăн пирки TAdviser Summit 2023 форумра РФ цифра аталанăвӗпе çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев пӗлтернӗ.

Министр каланă тăрăх, халӗ те-ха тавлашусем пыраççӗ — мӗн лайăхрах: планшет е ноутбук? «Çӗнӗ программа шайӗнче эпир тӗрӗс çул суйласа илсе 2025 çултан вӗрентекенсемпе тухтăрсене Раççейре тунă планшетсемпе тивӗçтерӗпӗр тесе шанса тăратăп», — тенӗ Максут Игоревич. 

Паллах, сервиссен ыйтăвӗ тӗп вырăнта. Унта электронлă журнал та, электронлă контентпа ӗçлесси те, видеоконференцисене хутшăнмалли майсем те, чатсем те — кӗскен каласан, ӗçлеме кирли йăлтах пулмалла.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев