Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июль уйăхӗччен тарифсем улшăнмаççӗ

Раççейӗн мӗнпур регионӗсенчи пекех Тутарстанра та коммуналлă услугăсемшӗн хаксем ӳсеççӗ, анчах халех мар-ха, тепӗр çур çултан, урăхла каласан 2024 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен. Çакă чăн малтан федераллă законодательствăпа, федераллă индексаципе, вӗри шыва çӗнӗлле шутланипе тата вăтам ӗç укçи ӳснипе çыхăннă.

Январь, февраль уйăхӗсенче комуналлă услугăсемшӗн яланхинчен нумайрах тӳлеме тивет, анчах тарифсем ӳсессине пӗлтермест ку. Çулталăкри чи сивӗ уйăхсем пулнăран вăйлăрах хутнипе кăна çыхăннă. ÇКХ тарифӗсем 2024 çулхи июлӗн 1-мӗшӗччен улшăнмаççӗ. Çак тата ытти ыйтусене декабрӗн 5-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра уçăмлатрӗç.

Аса илтеретпӗр, 2023 çулта тарифсем улшăнман пирӗн. Çулталăк çурă пӗр вырăнта тăнă хыççăн хаксем мӗн чухлӗ ӳсесси хальлӗхе татăклă мар-ха, çапах та 10 процентран кая пулассине кӗтмелле маррине каларӗ ТР Тарифсем енӗпе патшалăх комитечӗн ертӳçи Александр Груничев. Калăпăр, январӗн 1-мӗшӗнчен пӗр кубла метр газшăн 6,78 тенкӗ-тӗк, 2024 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен 7,54 тенкӗ пуласси куçкӗрет (11,2 процента ӳсет), электроэнергишӗн – 9,1.

Федераллă законодательствăпа килӗшӳллӗн, Патшалăх комитечӗн çӗнӗ тарифсене кăçалах декабрӗн 20-мӗшӗччен йышăнмалла иккен. Тарифсене РФ Правительствин социаллă экономика аталанăвӗн прогнозӗн кăтартăвне пăхса палăртаççӗ. Тарифсемпе çыхăннă йышăнусене https://kt.tatarstan.ru/, Открытый Татарстан сайтсенче тата ГИС ЖКХ информаци ситеминче вырнаçтараççӗ.

РФ Правительствин хушăвӗпе республикăра коммуналлă услугусемшӗн халăхран илекен вăтам тӳлеве 10,8 процентран ытла ӳстерме юрамасть. Тутарстанра ăна мӗнпур 913 муниципаллă йӗркеленӗве тата 7 тӗрлӗ услугăпа тивӗçтернине пăхса 4,9 процент тесе йышăннă. Анчах Александр Груничев сăмахӗсемпе, ку е вăл коммуналлă услугăн тарифӗ çак кăтартуран пысăкрах та, пӗчӗкрех те пулма пултарать.
Çапах та управляющи компанисем тӳлеве кирлинчен ытларах шутланă тӗслӗхсем те çук мар иккен. Кун пеккисене Пурăнмалли çурт-йӗр инспекцийӗ тӗрӗслев вăхăтӗнче палăртнă.

ТР Тарифсем енӗпе патшалăх комитета кăçал 11 уйăхра халăхран пурӗ 695 çыру килнӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗ тарифсемпе мар, шăпах тӳлеве кирлинчен ытларах шутланипе çыхăннисем пулнă. Сăмах май, коммуналлă улугăсен тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă ыйтусемпе спикер Патшалăх комитечӗпе электронлă майпа https://kt.tatarstan.ru/ тӳрремӗнех çыхăнма каларӗ. Кунсăр пуçне Телеграм бот та йӗркеленӗ вӗсем. Халăха интереслентерекен темăсене сӳтсе яваççӗ унта. Кунсăр пуçне Александр Груничев çулсерен районсене тухса граждансене йышăнать. 2024 çулта кун пек тӗлпулусем Балтасире, Апасра, Кайпăçра, Çӗнӗ Шуçăмра ирттерме плана кӗртнӗ.

Пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă услугăсемшӗн тӳлевпе çыхăннă çăмăллăхсем Тутарстанра пурте ӗçлеççӗ. Ку енӗпе улшăнусем çук. Вӗсемпе çак категорири граждансем усă кураççӗ:
— Федераллă льготниксем (Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, инвалидсем, инвалид-ача пур çемьесем),
— Регион льготникӗсем (ӗç ветеранӗсем, реабилитированнăйсем, репрессиленнисем тата нумай ачаллă çемьесем).
Енчен те гражданинăн ÇКХ услугисемшӗн тӳлевӗ çемьен пӗтӗмӗшле тупăшӗнчен 21 процент иртет пулсан, кун пек граждансене те субсиди параççӗ, кун валли вӗсем социаллă хӳтлӗх учрежденийӗсене каймалла.
.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество