News by date 7 August 2025
-
Хусанта Физкультурник кунне 24 площадкăра паллă тăвӗç
Тутарстанăн тӗп хулинче августăн 9-мӗшӗнче Физкультурник кунне халалланă мероприятисем иртеççӗ. Ун шайӗнче спортăн 25 тӗсӗпе ăмăртусем, мастер-классем пулаççӗ.
-
Çӗнӗ закон çул çитменнисене ултавлă схемăсенчен хӳтӗлет
Августăн 1-мӗшӗнчен пуçласа банксем çул çитмен ачасен валли ашшӗ-амăшӗ е законлă представителӗсен ирӗк парсан кăна шут уçма пултараççӗ. Халиччен 14 –18 çулти ачасен банксене шут уçма ыйтсан аслисен килӗшӗвӗ кирлӗ пулман.
-
Тутарстанра 2023 çултанпа бруцеллёзпа 34 çын чирленӗ
Республикăра выльăхсенчен çынсене ерекен чирсен шучӗ ӳснине «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ. Хăрушă инфекцисем хушшинче урнă чир, çӗпӗр язви, бруцеллёз, сальмонеллёз, кайăк-кӗшӗк тата сысна грипӗ. Çак чирсене пуçарса яракансем тулашри хутлăхра пысăк çирӗплӗхпе палăраççӗ. Çынсене чир сывлăшпа, выльăх апачӗ урлă, япаласем, аш-какайпа сӗт-çу, çавăн пекех сывлăшпа тусан урлă ерме пултарать.
-
Алена Силпи пиллӗкмӗш хут анне пулнă
Августăн 6-мӗшӗнче Алена Силпи пиллӗкмӗш ача çуратнă. Арçын ача ирхине 7.54 сехетре çут тӗнчене килнӗ, унăн йывăрăшӗ – 4210 грамм, çӳллӗшӗ – 56 см. Кун пирки юрăç хăйӗн социаллă ушкăнӗсенче пӗлтернӗ.