Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 2023 çултанпа бруцеллёзпа 34 çын чирленӗ

Республикăра выльăхсенчен çынсене ерекен чирсен шучӗ ӳснине «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ. Хăрушă инфекцисем хушшинче урнă чир, çӗпӗр язви, бруцеллёз, сальмонеллёз, кайăк-кӗшӗк тата сысна грипӗ. Çак чирсене пуçарса яракансем тулашри хутлăхра пысăк çирӗплӗхпе палăраççӗ. Çынсене чир сывлăшпа, выльăх апачӗ урлă, япаласем, аш-какайпа сӗт-çу, çавăн пекех сывлăшпа тусан урлă ерме пултарать.

Специалистсене уйрăмах бруцеллез пăшăрхантарать. 2023 çул пуçланнăранпа тăхăр районта çынсем хушшинче 34, чӗрчунсем хушшинче 12 тӗслӗхе шута илнӗ. Чир сарăлнин сăлтавӗ – чирлӗ выльăха ютран кӳни. Чӗрчунсен чирӗ час-часах симптомсăр иртет, çавăнпа лаборатори тӗрӗслевӗсем тăтăшах ирттерсе тăни пӗлтерӗшлӗ.

Чиртен сыхланмалли мелсем яланхи пекех: харпăр гигиенăна пăхăнмалла, тăтăшах медицина тӗрӗслевӗсем иртмелле, урăх регионсенчен выльăх туянмалла мар, аш-какайпа сӗт юр-варне 100 градусра пӗçернӗ е вӗретнӗ хыççăн кăна çимелле.

Унсăр пуçне ветеринари службисен выльăх-чӗрлӗхе илсе килессине тӗрӗслессине вăйлатмалла, карантинри кирлӗ процедурăсене ирттермелле.

Санитари нормисене пăхăнни тата продукци пахалăхне тӗрӗслени, сывлăхшăн хăрушлăхсене чакарать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев