Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Çӗнӗ закон çул çитменнисене ултавлă схемăсенчен хӳтӗлет

Августăн 1-мӗшӗнчен пуçласа банксем çул çитмен ачасен валли ашшӗ-амăшӗ е законлă представителӗсен ирӗк парсан кăна шут уçма пултараççӗ. Халиччен 14 –18 çулти ачасен банксене шут уçма ыйтсан аслисен килӗшӗвӗ кирлӗ пулман.

Анчах  суд е опека органӗсен çул çитмен çамрăка хăй ӗçӗшӗн ответ тытма пултаракан пек йышăнсан (дееспособный) ирӗк паракан килӗшӳ кирлӗ мар. Тӗслӗхрен, çакăн пек статуса 16 çултан пуçласа ӗç договорӗпе ӗçлекен çамрăк илме пултарать.

Çӗнӗ закона ачасене ултавçăсенчен хӳтӗлес тесе йышăннă. Усал шухăшлă çынсем çамрăксем опытсăр пулнипе усă курса, вӗсене укçа ӗçлесе илме сӗнме пултараççӗ. Сăмахран, çула çитмен ачасен шут уçса хăйсен карттине курьера памалла. Преступниксем кайран çав шутпа е карттăпа усă курса укçа вăрлама пултараççӗ, çул çитмен çамрăк кун пек чухне дроппер пулса тăрать. Ку инкек патне илсе çитерме пултарать: шутсене блокировка тăваççӗ, штрафсем çырса параççӗ тата уголовлă ӗç пуçараççӗ.

Закона улшăнусем кӗртни ашшӗ-амăшне ачин мӗнпур шутӗсене пӗлсе тăма май туса парать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники финансовая грамотность подростки банки