Тутарстанра 2023 çултанпа бруцеллёзпа 34 çын чирленӗ
Республикăра выльăхсенчен çынсене ерекен чирсен шучӗ ӳснине «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ. Хăрушă инфекцисем хушшинче урнă чир, çӗпӗр язви, бруцеллёз, сальмонеллёз, кайăк-кӗшӗк тата сысна грипӗ. Çак чирсене пуçарса яракансем тулашри хутлăхра пысăк çирӗплӗхпе палăраççӗ. Çынсене чир сывлăшпа, выльăх апачӗ урлă, япаласем, аш-какайпа сӗт-çу, çавăн пекех сывлăшпа тусан урлă ерме пултарать.