Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Алена Силпи пиллӗкмӗш хут анне пулнă

Августăн 6-мӗшӗнче Алена Силпи пиллӗкмӗш ача çуратнă. Арçын ача ирхине 7.54 сехетре çут тӗнчене килнӗ, унăн йывăрăшӗ – 4210 грамм, çӳллӗшӗ – 56 см. Кун пирки юрăç хăйӗн социаллă ушкăнӗсенче пӗлтернӗ.

«Паян манăн пурнăçри чи хумхануллă саманта сирӗнпе пайлас килет – эпӗ пепке çуратрăм! Çак телее сăмахпа çырса кăтартма çук ... чи чăн-чăн тӗлӗнтермӗш пулса иртрӗ пирӗн килте. Халӗ эпӗ çак пӗчӗк, ăшă чӗрчун çине пăхатăп, ăна пӗчӗк аллинчен тытатăп та ăнланатăп — пурнăç пачах урăхла пулса тăчӗ. Халӗ кашни минут юратупа, пăшăрханупа, калама çук хӗпӗртӳпе тата вӗçӗмсӗр тавпа тулать.

Пытармастăп, йывăрччӗ. Хăрушă пулчӗ. Анчах чăн-чăн телейӗн хальхи туйăмӗ умӗнче çаксем пурте тӗксӗмленеççӗ. Малтанхи минутсенчех пирӗн чӗресем пӗр кӗвӗллӗн тапаççӗ, эпӗ ӗнтӗ пурнăçа, Ывăлăм, сансăp куç умне кăлараймастăп.

Çак çул çинче мана пулăшса пынисене пурне те тав – эсир юнашар, ку вара хаксăр! Умра-çывăрман каçсем нумай, çӗнӗ тăрăшулăх, хама çӗнӗ рольте шырани ... Анчах эпӗ пӗлетӗп, пӗтӗмпех пулать, мӗншӗн тесен халӗ эпир - СемьЯ, эпир 7-ччӗн!» – пӗлтернӗ юрăç.  

Каласа хăвармалла, пепке «кӗпепе» (плодный пузырь) çуралнă. Ваттисем каланă тăрăх, ун пеккисем телейлӗ пулаççӗ.

Саламлатпăр!

Алена Силпи харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская эстрада чуваши России #Семья Силпи