Хусанта Физкультурник кунне 24 площадкăра паллă тăвӗç
Тутарстанăн тӗп хулинче августăн 9-мӗшӗнче Физкультурник кунне халалланă мероприятисем иртеççӗ. Ун шайӗнче спортăн 25 тӗсӗпе ăмăртусем, мастер-классем пулаççӗ.
Уяв «Урам» экстрим-паркра масăллă зарядкăран пуçланать. Унтан республикăри чи лайăх командăсемпе спорт шкулӗсем хутшăннипе 3х3 форматпа урам баскетболӗн «Оранжевый мяч» турнирӗ пулать. Çак кун парк площадкинче Хусанти клубсенче – «Рубин», «Уникс», «Ак Барс», «Зенит-Казань», «Динамо-Ак Барс» тата «Стрела» командăсенче – вылякансене курма пулать. Вӗсем пляж волейболӗ вылӗç, автограф-сессисем ирттерӗç.
«Уява ачасемпе килме чӗнетӗп. Эпир Хусанта мӗнле спорт шкулӗсем ӗçленине, унта мӗнле çырăнмаллине тата спортпа туслашма хăш тӗсрен пуçласан аванрах пулнине каласа парăпăр», – пӗлтернӗ Хусанти Физкультура тата спорт комитечӗн председателӗ Линар Гарипов.
«Трудовые резервы» стадионра Хусан кубокӗшӗн футбол турнирӗ иртет. Ăмăртăва 8 ӳсӗмри ушкăнран 400 футболист хутшăнать.
Яланхи пекех çемье эстафети те иртет. Çавăн пекех сайклинг марафонне хутшăнса хăвăртлăхпа чăтăмлăха тӗрӗслеме май пулать. Уяв Казанка акваторийӗнче — «Алые паруса» ăмăртупа вӗçленет. Унта парăслă 10 карап хутшăнасси паллă.
Кăмăл пуррисем пурте хăйсен физкультура хатӗрленӗвне тӗрӗслеме, ГТО нормисене пама пултарӗç.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев