News by date 10 July 2025
-
Награда командир патне çитрӗ
Çӗпрел районӗн Ӗçтăвкомӗн ларусен залӗнче паян районăн хăюллă ывăлӗсене патшалăх наградисемпе чысларӗç. Церемоние район администарци пуçлăхӗ Марат Гафаров, Пăва тата Çӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, ятарлă çар операцине хутшăннисем, пуç хунисен тăванӗсем, районти çар ветеранӗсемпе юнармеецсем хутшăнчӗç.
-
РФ Оборона министерствипе 10 пин контракт тунă
Хусанта «Батыр» центр урлă икӗ çул хушшинче РФ Оборона министерствипе 10 пин ытла çын контракт çырнă. Кун пирки «Татар-информра» центр ертӳçи Владислав Кузнецов пӗлтернӗ.
-
Тутарстанра студент театрӗсен «Премьера» фестивальне хутшăнас кампани малалла пырать
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă студентсен тата çамрăксен театрӗсен «Премьера» фестивалӗ заявкăсем йышăнассине малалла тăсăть.
-
Тухтăрсем шăрăх çанталăка ăнăçлă чăтса ирттерме пулăшакан сӗнӳсем параççӗ
Мӗн çинчен манмалла мар-ха шăрăхра? Çулланнă çынсен, шала кайнă чирпе аптракансен врач хушнă эмелсене палăртнă пек ӗçсех тăмалла. Хӗвел хытă хӗртнӗ вăхăтсенче – 11-тен пуçласа 17.00 сехетчен – пит кирлӗ пулмасан урама тухмалла мар. Тухма лекрӗ-тӗк – ирӗклӗ, сывлакан материалтан çӗленӗ тум, пуçа шлепке тавраш тăхăнмалла, пӗрле ӗçмешкӗн таса шыв илмелле. Урамра çӳресен-çӳресен кондиционер пур çӗре кӗрсе сывлăш çавăрса ямалла.
-
Сывлăш температури 34 градус таран хăпарать
Паян республикăра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ çанталăк. Кӑнтӑрла аслатиллӗ çумӑр çума пултарать. Çил хӗвеланӑçран çеккунтра 5-10 метр, вырӑн-вырӑнпа 13 метр таран, аслатиллӗ çумӑр вăхăтӗнче 15-20 метра çитме пултарать. Сывлӑш температури кӑнтӑрла 29-34 градус таран хăпарать.