Награда командир патне çитрӗ
Çӗпрел районӗн Ӗçтăвкомӗн ларусен залӗнче паян районăн хăюллă ывăлӗсене патшалăх наградисемпе чысларӗç. Церемоние район администарци пуçлăхӗ Марат Гафаров, Пăва тата Çӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, ятарлă çар операцине хутшăннисем, пуç хунисен тăванӗсем, районти çар ветеранӗсемпе юнармеецсем хутшăнчӗç.
РФ Президенчӗн В.Путинăн Указӗпе панă Паттăрлăх орденӗпе мотострелоксен 430-мӗш полкри взводăн «Чăваш» позывнойлă командирӗ пулнă Алексей Анатольевич Ягашкина чысларӗç. Тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннă Кивӗ Çӗпрел салтакне çак наградăна пама унчченех тăратнă, орден тинех хуçине тупрӗ. Çапăçури хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Алексей Ягашкинăн тепӗр икӗ патшалăх награди, Суворов тата 2-мӗш степеньлӗ «Хăюлăхшăн» медальсем, хальлӗхе çитеймен-ха.
Паттăрлăх орденне Çӗпрел районӗн тепӗр салтакӗ Николай Владимирович Сюмма та тивӗçнӗ, шел, вилнӗ хыççăн. Наградăна унăн аппăшне Алевтина Янышевăна панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев