РФ Оборона министерствипе  10 пин контракт тунă
Çӗнӗ хыпарсем

РФ Оборона министерствипе 10 пин контракт тунă

Хусанта «Батыр» центр урлă икӗ çул хушшинче РФ Оборона министерствипе 10 пин ытла çын контракт çырнă. Кун пирки «Татар-информра» центр ертӳçи Владислав Кузнецов пӗлтернӗ.

Вăл палăртнă тăрăх, центрта контракта пӗр кун хушшинчех çырма пулать: çын ирхине килсен, каçхине договор çине алă пусать. Медицина тӗрӗслевне те пӗр сехет – сехет çурă хушшинче иртет.

Кăçал Раççей Оборона министерствипе 8 пине яхăн  контракт туни пирки Хусанти контракт служби иртекенсене суйламалли пункчӗн пуçлăхӗ Андрей Козлов подполковник пӗлтернӗ.

«Татар-информ» ИА


СВО #служба по контракту батыр Минобороны

Нет комментариев