Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра студент театрӗсен «Премьера» фестивальне хутшăнас кампани малалла пырать

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă студентсен тата çамрăксен театрӗсен «Премьера» фестивалӗ заявкăсем йышăнассине малалла тăсăть.

Фестивале хутшăнма Тутарстанри  вӗрентӳ учрежденийӗсен студенчӗсене, çамрăксен театрӗсемпе пултарулăх лабораторийӗсене чӗнеççӗ. Тӗп услови –  спектакалӗ хутшăнакансенчен çурри студентсем пулмалла.

Фестивале «Регион для молодых» программăпа килӗшӳллӗн ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви ирттерет. Унта хутшăнас тесен спектакле видео ӳкермелле те festival-premiera@yandex.ru  электронлă адреспа ямалла.

Вăл икӗ форматпа иртет:

  • ирӗклӗ – хутшăнакансем материала хăйсем тӗллӗн суйласа илеççӗ, конкурс программи шайӗнче спектакль кăтартаççӗ. Тӗп награда – фестивалӗн пӗчӗк гран-прие;
  • обязательнăй – пултарулăх коллективӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн  80 çуллăхне тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă материал суйлать. Çӗнтерӳçе Гран-при параççӗ.

Спектакль тăршшӗ 1 сехет те 20 минутран ытла пулмалла мар, вӗсене антрактсăрах кăтартмалла.

Проект ертӳçи Дмитрий Туманов пӗлтӗр фестиваль çӳллӗ шайра иртнине тата патриотизм воспитанийӗнче пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртнă. Вӗрентӳ учрежденийӗсемпе ӗç пуçланнă ӗнтӗ. Заявкăсене йышăнса пӗтерсен «Созвездие-Йолдызлык» театрăн профессиллӗ актерӗсем студентсене спектакльсене хатӗрлеме пулăшӗç.

«Премьера» фестивалӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #театральный фестиваль #премьера #министерство по делам молодежи рт