News by date 11 March 2025
-
Ачаллă хӗрарăмсемпе çемьесене республикăра парăнакан пулăшу
Тутарстанра 4 миллиона яхăн çын пурăнать, вӗсенчен 53,3 проценчӗ хӗрарăмсем, 46,7 проценчӗ арçынсем. Республикăра пурăнакансенчен ялсенче 23,3 проценчӗ – 935,9 пин çын тӗпленнӗ. Кун пирки Пӗтӗм Раççейри хӗрарăмсен кунӗ умӗн «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова каласа пачӗ.
-
Пăр çине тухма ан васка!
Март уйăхӗн 10-мӗшӗнче М-7 трассăран инçе мар икӗ пулăç пăр айне кайнă. Иртен-çӳренсем пӗрне турса кăларма ӗлкӗрнӗ-ха, анчах пурпӗр çăлса хăварайман. Тепри вӗсен куçӗ умӗнчех путнине хыпарлать tatarstan24.tv сайт.
-
«Тăван сăмах»: хайлавсене сасăлатакансем ăмăртаççӗ
Чăваш Республикин Наци библиотеки наци литературин паха тӗслӗхӗсене халăх хушшинче сарас тӗлӗшпе чăваш классикӗсемпе хальхи авторсен илемлӗ хайлавӗсене сасăлатас енӗпе чылай çул ӗçлет. Унăн тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе чăваш çыравçисен пултарулăх еткерне халăх хушшинче сарасси, илемлӗ вулавăн йăлисене сыхласа аталантарасси. Электронлă библиотекăра 100 ытла чăвашла тата вырăсла аудиокӗнеке вырăн тупнă, вӗсене Чăваш Енри тӗп театрсен паллă артисчӗсем вуланă.
-
Поездпа çур хакпа çулталăкӗпех çӳреме пулать
Раççейре çулталăк тăршшӗпех 10–18 çулти ачасем валли инçе çула çӳрекен поездсем çине билета çур хакпа илме пулать. Ку йышăнăва иртнӗ эрнере Раççей правительстви тунă.
-
Тутарстанра шăматкунран ял хуçалăх ярмăрккисем пуçланаççӗ
Йăлана кӗнӗ ярмăрккăсем мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 27-мӗшӗччен кашни шăматкун республикăри хуласенче иртнине, республикипе пурӗ 19 площадка йӗркеленине Хусанти Потребительсен рынокӗн комитечӗн председателӗ Руслан Фазылянов мэринче иртнӗ ӗçлӗ тунтикунра пӗлтернӗ.