«Тăван сăмах»: хайлавсене сасăлатакансем ăмăртаççӗ
Чăваш Республикин Наци библиотеки наци литературин паха тӗслӗхӗсене халăх хушшинче сарас тӗлӗшпе чăваш классикӗсемпе хальхи авторсен илемлӗ хайлавӗсене сасăлатас енӗпе чылай çул ӗçлет. Унăн тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе чăваш çыравçисен пултарулăх еткерне халăх хушшинче сарасси, илемлӗ вулавăн йăлисене сыхласа аталантарасси. Электронлă библиотекăра 100 ытла чăвашла тата вырăсла аудиокӗнеке вырăн тупнă, вӗсене Чăваш Енри тӗп театрсен паллă артисчӗсем вуланă.
Литература хайлавӗсене сасăлатас ӗçре палăрас текенсене «Тăван сăмах» аудиокӗнеке вулакансен республика конкурсне хутшăнма йыхравлатпăр. Вăл хутшăнакансене хăйсен пултарулăхне кăтартма, çын умӗнче вулас ăсталăха ӳстерме, итлекенсене илемлӗ вулавпа савăнтарма май парать.
Конкурса вулакансем 10 çултан пуçласа хутшăнма пултараççӗ. Вӗсен ятарлă списокран – Наци библиотекин сайтӗнче вырнаçнă «Чăваш ача-пăча литератури» («Проза чăвашла» пай) электронлă коллекцирен – пӗчӗк проза жанрӗпе çырнă пӗр-пӗр хайлава суйласа илсе вуламалла, аудиозаписьне конкурса йӗркелекенсене ярса памалла.
Çыравçăсем пӗчӗк проза жанрӗпе чăвашла çырнă харпăр хайлавӗсене вулама е асăннă списокранах пӗр-пӗр хайлав суйласа илме пултараççӗ. Заявкăсене 2025 çулхи ака уйăхӗн 13-мӗшӗччен kray03_nbchr@rchuv.ru электронлă почтăна йышăнатпăр.
Çӗнтерӳçӗсене темиçе номинацире палăртăпăр:
× чи лайăх хӗрарăм вулавӗ;
× чи лайăх арçын вулавӗ;
× чи лайăх ачасемпе çамрăксен вулавӗ;
× автор вулавӗ (харпăр хайлав авторӗсем валли).
Çӗнтерӳçӗсен ӗçӗсем «Тăван сăмах» аудиопухха кӗрӗç. Унăн хăтлавне Чăваш чӗлхи кунне уявланă тапхăрта ирттерме палăртнă.
Конкурс йӗркипе тӗплӗнрех унăн положенийӗнче («Сувар» хаçатăн сайтӗнче тупма пулать) паллашма пулать.
Антонина АНДРЕЕВА.
Сăнӳкерчӗк www.nbchr.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев