News by tag - нацбиблиотека
-
Тантăшсен куравӗ – библиотека 165 çулта, кӗнекесем 165 çулта
Паян 17.30 сехетре ТР Наци библиотекинче «Алçырусемпе журналсем – ТР Наци библиотекин тантăшӗсем» курав уçӑлать.
-
«Тăван сăмах»: хайлавсене сасăлатакансем ăмăртаççӗ
Чăваш Республикин Наци библиотеки наци литературин паха тӗслӗхӗсене халăх хушшинче сарас тӗлӗшпе чăваш классикӗсемпе хальхи авторсен илемлӗ хайлавӗсене сасăлатас енӗпе чылай çул ӗçлет. Унăн тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе чăваш çыравçисен пултарулăх еткерне халăх хушшинче сарасси, илемлӗ вулавăн йăлисене сыхласа аталантарасси. Электронлă библиотекăра 100 ытла чăвашла тата вырăсла аудиокӗнеке вырăн тупнă, вӗсене Чăваш Енри тӗп театрсен паллă артисчӗсем вуланă.
-
Хурăнвар Шăхалӗнчи библиотекăра пӗлтӗр «Чи хулăн формуляр» конкурс ирттертӗмӗр
2021 çул пуçламăшӗнче Хурăнвар Шăхаль библиотекинче «Чи хулăн формуляр» конкурс пуçартăмăр. Унпа пуринчен ытла шкул ачисем кăсăкланчӗç. Библиотекăна кашни кун çӳрекенсен шучӗ палăрмаллах ӳсрӗ. Ачасем кӗнекесене пӗр-пӗринчен иле-иле вулаççӗ, тата çӗнӗ юмахсемпе илемлӗ литература çук-и тесе интересленеççӗ. Çул ӳсӗмне кура тӗрлӗ мероприятисем нумай ирттертӗмӗр. Декабрь уйăхӗнче вара пӗтӗмлетӳ турăмăр. Конкурссене, акцисене, викторинăсене хастар хутшăннисене дипломсем, сертификатсем, тав хучӗсем тата Хӗл Мучинчен пылак парне парса савăнтартăмăр.