«Варкăшра» Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерне» сӳтсе яврӗç
Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем Николай Сорокинăн Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă «Тăлăх арăм минтерӗ» кăларăмне сӳтсе яврӗç. Вырăсларан чăвашла ăна Вера Александровăпа Евгений Турхан куçарнă. Савнисен романӗ тесе палăртнăскер вулакана тӳрех кăсăклантарса ярать. Мероприятие «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ.
Тӗп сăнара тӗрлӗрен хакларӗç
Николай Сорокин 1941 çулхи утă уйăхӗн 8-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Теччӗ районне кӗрекен Аслă Ăнă ялӗнче çуралнă. Журналист, публицист, çыравçă ТАССăн Тутарстан Республикинчи ятарлă корреспонденчӗ, Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ тата «Шурăмпуç» литература журналӗн тӗп редакторӗ пулнă. Вун икӗ кӗнеке авторӗ, çав шута «Вечная Волга» роман-трилоги те кӗрет (2006 – 2008, 2013), чăвашла «Аттеçӗм Атăл» ятпа тухнă (2017). «Вера древнего народа» документлă фильм ӳкернӗ. Тутарстан Республикин, Раççей Федерацийӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Николай Михайлович 2021 çулхи утă уйăхӗн 5-мӗшӗнче çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Апла пулин те унăн ырă ӗçӗсем пурăнаççӗ, кӗнекисем вулакансене интереслентерме, тавлаштарма пăрахмаççӗ.
Ахальтен мар пулӗ «Варкăш» клубăн тӗлпулăвӗ хальхинче питӗ хӗрӳ иртрӗ. Шел, кӗнекен редакторӗ Галина Антонова вулавăша çитеймен, çавăнпа хăш-пӗр ыйтăва уçăмлатаймасăрах юлчӗç литература тусӗсем.
Тӗп сăнар – Веселина Кузнецова (Ваçиле) – «çын çиен тӗрмере» ларать. Ача вӗлерекен тесе айăплаççӗ ăна. Ларăва пухăннисем хӗрарăма тӗрлӗрен хак пачӗç. Чăваш кӗнеке издательствин ача-пăча тата илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова кăларăма туллин тишкерме тăрăшрӗ: «Авторăн геройӗсем – Тутарстанри Атăл çывăхӗнчи авалхи Ешӗл Йăмраллă ялӗн çыннисем. Кунти чăвашсем хăйсен кăмăлӗпе килӗштерсе пурăнаççӗ тет çыравçă: чиркӗве çӳресе те кӗлтăваççӗ, çав вăхăтрах киреметне те манмаççӗ, хисепе хураççӗ. Юрама, пăхăнма тăрăшни çакăнта кăна мар, ытти лару-тăрура та курăнать. Тăван ялне вырăсла çеç калама – Вешние Ветлы теме – хушнипе кăмăлсăр пулсан та, килӗшеççӗ йăмраллăсем. Совет влаçне кураймаççӗ имӗш, анчах тӳсеççӗ. Кун пек иккӗленӳллӗ самантсемпе тӗл пулсан йăваш чăвашăн ирӗксӗрех пуçне пӗкме, пăхăнма тивет. Эппин, чун килӗшӳлӗхӗ пирки ӗмӗтленмелли кăна юлать. Хирӗçтăрулăх шалтан кăшлатех пуль. Вăл тутăх пек, каярахпа Веселинăна та ярса илет...»
«Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Антонина Андреева «Тăлăх арăм минтерӗн» жанрне савнисен романӗ мар, повесть тесе палăртрӗ. Асăрхаттарусем те пулчӗç: «Хайлава вырăсларан куçарнипе предложенисем пур чухне те чăвашла янăрамаççӗ. Ваçиле хăй ухмах чӗлхишӗнех тӗрмене лекет. Упăшки вăрçăра вилнӗ хыççăн кăштах тайăлма пуçланă пек йышăнатăп ăна. Вăл пуху пуçтарса хӗрарăмсене ача çуратар мар тесе калать. Ку, пӗрремӗшӗнчен, Турра хирӗç, иккӗмӗшӗнчен, çутçанталăка хирӗçле япаласем тумалла мар хӗрарăмăн. Приговор вулас умӗн мăшăрӗ тӗлӗкне килсе ку шухăша пăрахăçлама ыйтать, арăмӗн хăтланкаларăшне ухмахланни тет. Хăй валли вилӗм шырать Ваçиле, паян тесен паянах леш тӗнчене ăсанма хатӗр. Ку та – пысăк çылăх. Хăй айăпа кӗни çитмест-ха ăна, ыттисене усал ӗç тума хӗтӗртни – тата пысăкрах çылăх», – терӗ Антонина Васильевна.

Вăйлă хӗрарăм е эгоистка?
Сильва Казакова корректор, редактор тата куçаруçă «Тăлăх арăм минтерӗ» хайлав чăваш йăли-йӗркипе (çынна пытарнă чух мӗн-мӗн туни, ача çуралсан пурнăçламалли йӗрке), ваттисен сăмахӗсемпе, философиллӗ шухăшсемпе пуян пулнине асăнчӗ. «Совет саманине кам мӗнле йышăннине аван кăтартса панă автор. Историллӗ пулăмсене тӗп сăнарсен пурнăçӗ урлă ăста сăнланă. Роман чӗлхи пуян та сăнарлă. Çыравçă чăваш халăх сăмахлăхӗпе анлă усă курнă. Вăйă юрри йышлă. Такмак, вӗрӳ-суру кӗлли, салтак юрри, сăпка юрри тӗслӗхӗсем тӗл пулаççӗ. Ешӗл Йăмраллă ялӗн çыннисем Киремете те ӗненеççӗ, чиркӗве çӳресе Турра та пуççапаççӗ. Тӗрӗссипе, хамăр пекех: эпир халӗ те, православи тӗнне йышăннă пулсан та, тӗшмӗшлӗхрен хăтăлса пӗтеймен. Ваçилене хăй çинчен, юратăвӗ пирки кăна шухăшлакан эгоистка пек йышăнмастăп. Упăшки инçе маррине пӗлсен ун патне мӗншӗн кайса килмелле мар ун. Хам та çаплах тунă пулăттăм пуль», – чунне уçрӗ Сильва Юрьевна.
Алексей Зотиков тележурналиста Николай Сорокин хăй кӗнекине 2019 çулхи юпа уйăхӗн 19-мӗшӗнчех алă пусса парнеленӗ. Хайлава 2023 çулхи ака уйăхӗн пуçламăшӗнче больницăра выртнă чухне вуласа тухнă-мӗн Алексей Валерьевич. «Вулама пуçланă чухне ăнланмаллах мар пек туйăнчӗ, каярахпа кăсăклантарса ячӗ. Пӗлтерӗшлӗ самантсене, шухăшсене кӗнекерех туртса-палăртса пынă хам валли. Тӗслӗхрен: «Эх, эсӗ – пурнăç – çак арман пек. Арман чулӗсем çӗрпе пӗлӗт евӗр. Чулсем хушшинче – эпир. Вăрçă чулӗ çаврăнать, çынсене çăтса авăртать. Тӗпсӗр пӳлмене салтаксен çӗнӗрен çӗнӗ йышӗ тăкăнать. Тата, тата! Вăрçă непӗссӗр. Фронт валакӗнчен пӗр чарăнми этем юнӗ юхать...» Диалект сăмахӗсем те тӗл пулаççӗ кăларăмра. Çӗршыври истори пулăмӗсене çутатнине асăрхарăм. Ваçилене шеллес килет. Вырăнти влаçсем ăна ура хурсах, такăнтарсах, путарсах пыраççӗ. Хуçăлмасăр май та çук, тӗрӗссипе», – палăртрӗ А.Зотиков.
Блокнота çырса пынă
Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ 10-мӗш вăтам шкулти чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Мария Архипова пӗлтерӗшлӗ сыпăксене блокнота çырса илсе пынă. «Хайлавăн тӗп шухăшне çак йӗркесем уçса панăн туйăнать: «...пурнăç вăл – савăнăç, уявсем, туйсем, çуралнă кунсем çеç мар. Пурнăç – чăнкă ту. Е çӳлелле хăпарать вăл, е аялалла ӳкет. Минтер вара – çемьери хуйха, чăтайми çухатусене, асапсене чи малтан кураканни...» Минтер пирки чăннипех те нумай çырнă романра. Халăх сăмахлăхӗ, йăли-йӗрки кӗнекене кӗни те савăнтарчӗ. Ӗçсем хăвăрт пулса иртни такăнтармарӗ, пӗрре ларсах вуласа тухрăм темелле. Ваçилене тӗрлӗрен хаклама пулать. Унăн пысăк юратăвӗ те, чăваш хӗрарăмӗн çирӗплӗхӗпе ӗçченлӗхӗ те курăнать. Ача çуратмалла мар тени иккӗленӳллӗ илтӗнет. Пурнăçа малалла пурпӗрех тăсмалла – çуратмалла. Анчах пепкене вилӗм аллине парасси амăшӗшӗн питӗ йывăр. Пӗтӗмӗшле илсен, произведени мана килӗшрӗ. Паянхи кунпа çыхăнтарса пытăм эп ăна», – терӗ Мария Ильинична.
Тӗлпулăва пӗтӗмлетнӗ май Татьяна Семенова çапларах каларӗ: «Çапах та Ваçиле – вăйлă хӗрарăм. Ун вырăнӗнче пулнă-тăк хамăр мӗн тăвăттăмăр-ши? Ăна ăнланма пулать. Паллах, Тăван çӗршыва та хӳтӗлемелле. Пӗри те тепри вăрçа каймасан тăшман кил хапхи умнех çитсе тăрӗ. Апла ан пултăр тесен шăла çыртса чăтма, çывăх çынсене аякри çула ăсатма тивет хӗрарăмсен. Ырра шанни çеç мӗнпур йывăрлăха тӳссе ирттерме пулăшать».
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев