Хурăнвар Шăхалӗнчи библиотекăра пӗлтӗр «Чи хулăн формуляр» конкурс ирттертӗмӗр
2021 çул пуçламăшӗнче Хурăнвар Шăхаль библиотекинче «Чи хулăн формуляр» конкурс пуçартăмăр. Унпа пуринчен ытла шкул ачисем кăсăкланчӗç. Библиотекăна кашни кун çӳрекенсен шучӗ палăрмаллах ӳсрӗ. Ачасем кӗнекесене пӗр-пӗринчен иле-иле вулаççӗ, тата çӗнӗ юмахсемпе илемлӗ литература çук-и тесе интересленеççӗ. Çул ӳсӗмне кура тӗрлӗ мероприятисем нумай ирттертӗмӗр. Декабрь уйăхӗнче вара пӗтӗмлетӳ турăмăр. Конкурссене, акцисене, викторинăсене хастар хутшăннисене дипломсем, сертификатсем, тав хучӗсем тата Хӗл Мучинчен пылак парне парса савăнтартăмăр.
Библиотекăн чӗрипе чунӗ вăл – вулакансем. Эпир вулакансемшӗн ӗçлетпӗр. Вулакансем çук-тăк, библиотека та пулмасть. Малашлăхра мӗнле улшăнусем пулсан та эпир пӗлетпӗр – шанчăклă вулаканăмăрсем яланах пирӗнпе пӗрле пулӗç.Çавăнпа та библиотекăна килекенсене кунта яланах интереслӗ, хăтлă, кăмăллă пултăр тесе пӗтӗм вăйран тăрăшатпăр. Вулавăша килекен кашни çын хăйне евӗрлӗ, кашнин хăйӗн кăсăкланăвӗ. Кам-тăр библиотекăна сайра хутра килет, кам-тăр – час-час. Кам-тăр детективсем вулама юратать, кам-тăр – хресчен пурнăçӗ çинчен, историлле романсем... Кам-тăр чăтăмсăррăн çӗнӗ кӗнекесем кӗтет, кам-тăр киввисене темиçешер хут вулать. Çавăнпа та вулакансем тӗрлӗрен пулни пирки вăрахчен каламалла та мар ӗнтӗ.
Библиотекăра тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ – конкурссем, калаçусем, диспутсем, вăйăсем. Районти, республикăри кăна мар, Раççей шайӗнчи конкурссене те хутшăнатпăр. Библиотекăри кӗнеке куравӗсене çӗнетсех тăратпăр. Самана таппинчен юлмастпăр – çӗнӗ кӗнекесем пирки социаллă сетьсенче те çыратпăр. Çакă вӗсемпе тата та ытларах вулакана паллаштарма май парать.
2021 çул пуçламăшӗнче Хурăнвар Шăхаль библиотекинче «Чи хулăн формуляр» конкурс пуçартăмăр. Унпа пуринчен ытла шкул ачисем кăсăкланчӗç. Библиотекăна кашни кун çӳрекенсен шучӗ палăрмаллах ӳсрӗ. Ачасем кӗнекесене пӗр-пӗринчен иле-иле вулаççӗ, тата çӗнӗ юмахсемпе илемлӗ литература çук-и тесе интересленеççӗ. Çул ӳсӗмне кура тӗрлӗ мероприятисем нумай ирттертӗмӗр. Декабрь уйăхӗнче вара пӗтӗмлетӳ турăмăр. Конкурссене, акцисене, викторинăсене хастар хутшăннисене дипломсем, сертификатсем, тав хучӗсем тата Хӗл Мучинчен пылак парне парса савăнтартăмăр.
«Чи хулăн формуляр» конкурсра Софья Емельяновăпа Камилла Емельянова çӗнтерчӗç. Çавăн пек талантлă, шанчăклă туссем пулнăшăн чӗререн савăнтăмăр!
Çавăн пекех библиотекăна тăтăш çӳрекен ытти хисеплӗ вулаканăмсене те чӗререн тав тăватăп! Пурне те кулленхи пурнăçра иксӗлми телей, пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатăп! Сирӗн пурнăçăрта кӗнеке яланах чи шанчăклă тус, канаш паракан пултăр.
Алевтина ТАРАСОВА,
Хурăнвар Шăхаль ялӗнчи библиотека заведующийӗ.
Çӗпрел районӗ.
Автор коллажӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев