Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тантăшсен куравӗ – библиотека 165 çулта, кӗнекесем 165 çулта

Паян 17.30 сехетре ТР Наци библиотекинче «Алçырусемпе журналсем – ТР Наци библиотекин тантăшӗсем» курав уçӑлать.

2025 çул библиотекăшăн уйрӑмах паллӑ – шăп 165 çул каялла Хусанта пӗрремӗш халӑх библиотекине йӗркеленӗ, хальхи Наци библиотекине. 1865 çулта Раççей тата ют çӗршыв авторӗсен 1865 çулта çырнă алçырăвӗсене, пичетленнӗ кӗнекисене, журналсене пухса ятарлă курав йӗркелесе библиотека ӗçченӗсем пысăк ӗç тунă.

Курав сентирсем çинче А.Н.Островскин XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче Раççейри социаллă танмарлăха сăнласа кăтартнă «Пучина» тата «На бойком месте» драмисем, Н.С.Лесковӑн «Обойденные» тата  «Леди Макбет Мценского уезда» повеçӗсем.

Ют çӗршыв кӑларӑмӗсен хушшинче Льюис Кэрроллӑн «Алиса в стране чудес» кӗнекене асăнмалла. Куккăшӗ  йăмăкӗн хӗрне парнеленӗ кӗнеке кӗçех акăлчан литературин символӗ пулса тăнă. Ку кӗнеке историйӗ акă мӗнпе интереслӗ.  Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1865 çулхи июль уйӑхӗнче типографире тухнă, анчах Джон Тенниел иллюстратор унăн пахалăхне тиркесе пӗтернӗ, кӗнекене тӗп тума ыйтнă, шутлă экземплярсем çеç сыхланса юлнă.

Августăн 18-мӗшӗнче 180 çулхи юбилейне паллă тунă Вырăс Географи обществи кăларнă «Книжник» тата «Известия Императорского Русского Географического Общества» журналсем (паллах, 1865 çулта тухнăскерсем) курава илем кӳреççӗ.

ТР Наци библиотекин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нацбиблиотека