Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ачаллă хӗрарăмсемпе çемьесене республикăра парăнакан пулăшу

Тутарстанра 4 миллиона яхăн çын пурăнать, вӗсенчен 53,3 проценчӗ хӗрарăмсем, 46,7 проценчӗ арçынсем. Республикăра пурăнакансенчен ялсенче 23,3 проценчӗ – 935,9 пин çын тӗпленнӗ. Кун пирки Пӗтӗм Раççейри хӗрарăмсен кунӗ умӗн «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова каласа пачӗ.

Патшалăх ачаллă хӗрарăмсемпе çемьесене, ачасене пăхса ӳстерекенсене чылай пулăшать.

Сăмахран, Тутарстанра виçӗ çула çитмен ачаллă хӗрарăмсене, инвалид ача, мăшăрсăр ача пăхса ӳстерекенсене тата вӗсен опекунӗсене (ачисем 14 çула çитиччен), ашшӗ-амăшӗнчен пӗри вахта меслечӗпе ӗçлекенсене, çар службинче е мобилизацие СВОна хутшăнакансене, виçӗ тата ытларах ача ӳстерекенсене ӗçрен кăларса яма юрамасть.

Ача 14 çул тултариччен ашшӗ-амăшӗсенчен пӗри е инвалид-ача 18 çула çитиччен тулли мар ӗç кунне, кашни çул парăнакан тӳлевлӗ отпускăн вăхăтне те инвалид е 14 çула çитмен виçӗ е ытларах ача пăхса ӳстерекенсенчен пӗри хăйне меллӗ вăхăтра суйласа илме пултарать. Инвалид ача пăхса ӳстерекенсене пӗр уйăхра тăватă канмалли кун та хушса параççӗ. Унсăр пуçне ачасем 16 çула çитиччен хӗрарăм эрнере тӳленекен икӗ сехет е уйăхра пӗр кун илме те пултарать.

Ялта пурăнакан хӗрарăм пӗрремӗш ачине 25 çул тултариччен çуратсан 50 пин тенкӗ, 29 çул тултариччен çуратнă виççӗмӗш тата ун хыççăнхи кашни ачашăн 100 пин тенкӗ илет. Çемьере харăсах виçӗ е ытларах ача çуралсан пӗр хутччен кашни ачашăн 10 000 парăнать, уйăхсерен кашнишӗн 1000 тенкӗ парса тăрӗç.

Республикăра садике çӳренӗшен тӳленекен укçан пӗр пайне каялла тавăрса параççӗ. Пӗрремӗш ачашăн ку компенсаци вăтам тӳлевӗн 20 проценчӗпе, иккӗмӗшӗшӗн – 50 проценчӗпе, виççӗмӗшӗшӗн тата ытти ачасемшӗн – 70 проценчӗпе танлашать.

Сахал тупăшлă çемьесене те тӗрлӗ пулăшу парăнать республикăра. Тӗслӗхрен, кун пек çемьесенче ача виçӗ çул тултариччен эмел туянма кашни çул 10 пин тенкӗ, тин çуралнă ачасем валли ача-пăча хатӗрӗсен ятарлă комплектне, çавăн пекех ача садне çӳренӗшӗн тӳленекен укçана 100 проценчӗпех каялла тавăрса параççӗ.

Тутарстанра медальсем те параççӗ. Вӗсенчен пӗри – пилӗк е ытларах ача çуратнă аннесене парăнакан «Ана даны – Материнская слава» медаль. 2000 çултанпа ăна 1,5 пин хӗрарăм, вӗсенчен 15-шӗ 2024 çулта тивӗçнӗ. 2022 çулта çичӗ е ытларах ачаллă çемьесем валли «Родительская доблесть» медаль пама йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: пособие дети минтруд