Поездпа çур хакпа çулталăкӗпех çӳреме пулать
Раççейре çулталăк тăршшӗпех 10–18 çулти ачасем валли инçе çула çӳрекен поездсем çине билета çур хакпа илме пулать. Ку йышăнăва иртнӗ эрнере Раççей правительстви тунă.
Билетсене скидкăпа ăçта тата мӗнле майпа вӗреннине пăхмасăр илме пулать. Вӗрентӳ учережденийӗнчен нимӗнле документ та кирлӗ мар.
Халиччен çăмăллăхпа сентябрь уйăхӗнчен пуçласа май уйăхӗччен (çуллахи каникул вăхăтӗнче парăнман) куçăн майпа вӗренекенсем усă курма пултарнă. Килте вӗренекенсем, колледж е техникум студенчӗсем çурма хакпа билет туянайман.
Каласа хăвармалла январь уйăхӗнчен самолет çине билета та ача 12 çул тултариччен 50 процентлă скидкăпа илме пулать.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев