Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шăматкунран ял хуçалăх ярмăрккисем пуçланаççӗ

Йăлана кӗнӗ ярмăрккăсем мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 27-мӗшӗччен кашни шăматкун республикăри хуласенче иртнине, республикипе пурӗ 19 площадка йӗркеленине Хусанти Потребительсен рынокӗн комитечӗн председателӗ Руслан Фазылянов мэринче иртнӗ ӗçлӗ тунтикунра пӗлтернӗ.

Вăл каланă тăрăх, ярмăрккăсем республикăра пурăнакан халăха ял хуçалăх продукцийӗпе тата халăха кирлӗ таварсемпе тивӗçтерме ирттеççӗ. Вӗсенче апат-çимӗçсӗр пуçне, хуçалăхра кирлӗ япаласем те сутӗç.

Тутарстанри 22 районăн тата республикăри агропромышленность комплексӗн 19 организацийӗн продукцине ярмăрккăсене илсе килеççӗ. Хаксем 15 процент йӳнерех пуласа шантараççӗ йӗркелӳçӗсем.

Суту-илӳ кашни шăматкун Хусанти 12 площадкăра, вырсарникун-Беломорская урамӗнче иртет. Руслан Фазылянов каланă тăрăх, Батыршин тата Краснококшайски урамсенче строительство ӗçӗсем иртнӗрен кăçал ярмăрккăсем пулмаççӗ. Киров районӗнче пурăнакансене Мускав пасарӗнчи «Тюбетейка» суту-илӳ центрӗн парковкинче кӗтеççӗ.

Хусан мэрийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство ярмарка