News by date 13 May 2025
-
Хусанта Kazan Halal Market ӗçлет
Тутарстанăн тӗп хулинче майăн 13-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ шайӗнче Kazan Halal Market иртет. Ярмарккăри 10 çӗршыв тăратнă продукцие «Халяль» стандарчӗпе Тутарстан комитечӗн сотрудникӗсем тӗрӗсленӗ.
-
Тутарстанра çанталӑк пăсăлать
Çитес талӑкра республикăра çанталӑк улшăнать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе аслатиллӗ çумӑр, пӑр çума пултарнине, вăйлă çил пулнине, хăшпӗр районсенче вăл çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрнине пӗлтерет ТР МЧСӗ.
-
Çул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗрентекен проект
Кăçал Хусанта, Тури Услон, Çӳлту, Лайăш, Пӗтреç тата Рыбнослободски районӗсенче пурăнакан 4,5 пин ачана «Знаю, соблюдаю ПДД» проект шайӗнче çул-йӗр юхăмӗн правилисемпе паллаштарма палăртнă.
-
Çарпа ӗç мухтавӗн музейӗ ӗçлеме пуçларӗ
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче «Подвигу жить в веках» çарпа ӗç мухтавӗн музейне уçнă. Музей тăвас ӗçе пуçарса яракансем – шкул музейне уçакан Петр Максимов тата чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ деятелӗ, çыравçă тата таврапӗлӳçӗ Валентин Макаров. Çак ялта çуралса ӳснӗ Александр Шадриков хастар пулăшнипе Çӗнтерӳ кунӗ умӗн, майăн 8-мӗшӗнче музей ӗçлеме пуçланă.