Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çарпа ӗç мухтавӗн музейӗ ӗçлеме пуçларӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче «Подвигу жить в веках» çарпа ӗç мухтавӗн музейне уçнă. Музей тăвас ӗçе пуçарса яракансем – шкул музейне уçакан Петр Максимов тата чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ деятелӗ, çыравçă тата таврапӗлӳçӗ Валентин Макаров. Çак ялта çуралса ӳснӗ Александр Шадриков хастар пулăшнипе Çӗнтерӳ кунӗ умӗн, майăн 8-мӗшӗнче музей ӗçлеме пуçланă.

Мероприятие ТР экологи министрӗ Александр Шадриков, ТР архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова, «Тус» строительство организацийӗн генеральнăй директорӗ Николай Угаслов, Çӗпрел районӗн Ӗçтăвком ертӳçи Рустам Мухаметзянов, шкулти педагогсемпе вӗренекенсем тата ял çыннисем хутшăннă.

Александр Шадриков музей, фронтовиксемпе тыл ӗçченӗсен паттăрлăхне кăтартса панине, музей вăл экспонатсем кăна мар, пире ӗлӗкхине асра тытма вӗрентекен вырăн та пулнине палăртнă. Гульнара Габдрахманова музей тăвакансене еткерлӗхе упраса хăварнăшăн тав тунă.

Музей çурчӗ икӗ хутлă. Пӗрремӗшӗнче чăвашсемпе тутарсен  культурипе йăлисене кăтартса панă пулсан, иккӗмӗшӗнче çар историйӗпе паллашма пулать. Кунтах СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ, генерал-полковник-инженер, легендарлă авиаконструктор, çак ял çынни Петр Васильевич Дементьев çинчен калакан пай та пур. Музейре унăн харпăр япалисене, кительне, архив докуменчӗсене тăратнă. Малашне вăл ӗçленӗ вăхăтра кăларнă самолетсен моделӗсен коллекцине те курма май пулни çинчен каласа хăварнă музее уçнă кун.  

Ку пулăм ял çыннисемшӗн кăна мар мар, пӗтӗм республикăшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вăл ветерансен, тылра ӗçлекенсен паттăрлăхне çӗршыв историйӗнче яланлăхах упраса хăварма пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

A581484

Теги: музей 80-летие Великой Победы дементьев