Хусанта Kazan Halal Market ӗçлет
Тутарстанăн тӗп хулинче майăн 13-мӗшӗнчен пуçласа 18-мӗшӗччен «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ шайӗнче Kazan Halal Market иртет. Ярмарккăри 10 çӗршыв тăратнă продукцие «Халяль» стандарчӗпе Тутарстан комитечӗн сотрудникӗсем тӗрӗсленӗ.
Раççейри халяль продукцине сутакан чи пысăк суту-илӳ площадкинче апат-çимӗç, тумтир, аксессуар, косметика тата ислам çӗршывӗсенче ертсе пыракан компанисен туса кăларакан сертификациллӗ ытти таварсем туянма пулать.
Кăçал ярмаркка Раççейӗн 15 регионӗ тата 10 çӗршыв, çавсен шутӗнче Турци, Иран, Пакистан, Казахстан, Инди, Кăркăсстан, Сенегал, Афганистан, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсем хутшăнма кăмăл тунă. Компанисен продукцийӗсен пурин те халяль сертификачӗсем пур. Унсăр пуçне вӗсем «Халяль» стандарчӗпе Тутарстан комитечӗн хушма тӗрӗслевне те иртнӗ.
Каласа хăвармалла, комитетăн специалисчӗсем ярмарккăри мӗнпур чӗр таварӗпе продукцине, çавăн пекех мероприяти ирттермелли зонăна тӗрӗсленӗ. Суту-илӳ пӳлӗмӗсене тата оборудованийӗсене тӗплӗн тасатнă. Унсăр пуçне çăвăнмалли пӳлӗмсене юсаса тирпейленӗ, хӗрарăмсемпе арçынсен зонисене пайланă. Кун пирки ТР Мăсăльмансен тӗн управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев