Çул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗрентекен проект
Кăçал Хусанта, Тури Услон, Çӳлту, Лайăш, Пӗтреç тата Рыбнослободски районӗсенче пурăнакан 4,5 пин ачана «Знаю, соблюдаю ПДД» проект шайӗнче çул-йӗр юхăмӗн правилисемпе паллаштарма палăртнă.
Пиллӗкмӗш çул ӗçлекен проект кӗçӗн тата вӑтам классенче вӗренекенсене çул-йӗр правилисене вӗрентме пулӑшать. Проектӑн тӗллевӗ – çул çинче ачасем хутшăннипе пулнă инкексене чакарасси тата çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтересси.
«Çулталăк пуçланнăранпа республикăн çулӗсем çинче ачасем хутшăннипе 95 инкек пулнă. Вӗсенче икӗ ача вилнӗ, 104-шӗ шар курнӑ. Çавӑнпа профилактика мероприятийӗсем ирттерсех тăмалла, ку ачасене çул çинче хӳтӗлеме пулăшать», – пӗлтернӗ Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов.
Пуçламăш классенче вӗренекенсемшӗн вӗренӳ квест пек иртет. Вӗсем вăййа водительсем, çуран çӳрекенсем, ПАИ сотрудникӗсем тата пассажирсем пек хутшăнаççӗ. Ачасем çул-йӗр правилисене вӗреннисӗр пуçне, çул çинче хӑйсене хӑрушсӑр тытма вӗренеççӗ. Квестсем тӑтӑшах çӗнелсе пыраççӗ. Сӑмахран, юлашки вăхăтра электросамокатсемпе инкексем нумайланнăран вӗсемпе усӑ курасси пирки заданисем те хушнă.
Чи малтанах проект кӗçӗн классем валли çеç пулнӑ. Анчах пӗлтӗр ӑна вӑтам классем валли вӗренӳ блокӗ хушса анлӑлатнă. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен инкексем ытларах 11-13 çулти ачасемпе пулса иртеççӗ. Занятисене Хусанти 17 шкулта иртнӗ, вӗсене пин çурӑ шкул ача хутшăннă.
Проект шайӗнче пурӗ 1800 ытла шкул ачи хăйӗн пӗлӗвне анлăлатнă, кӗркунне вӗрентӳ малалла тӑсӑлать, çав шутра вăтам звено шайӗнче те.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев