News by date 16 May 2023
-
Тутарстанра ВУЗсенче студентсен ачисем валли пӳлӗмсем уҫма сӗнеҫҫӗ
Вӗренӳ заведенийӗсенче атте-анне пулса тӑнӑ студентсем валли ача пӳлӗмӗсене уҫмалла. Ҫакӑн пек сӗнӳ хатӗрленӗ Госдума валли Тутарстанри ачасен омбудсменӗ Ирина Волынец. Вӑл Яна Лантратова депутат ячӗ ҫине ҫыру ҫырнӑ.
-
Спас районӗнче хӗрлӗ кӗнекери ӑмӑрткайӑк-карлика хӑтарни ҫинчен ырӑ истори
«Спасский» заказник специалисчӗсем сайра тӗл пулакан кайӑка ҫӑлса хӑварнӑ. Ӑна Спас районӗнчи Виҫӗ кӳлӗ ял хӗрринче Пӑлхар хулинче пурӑнакан ҫын тупнӑ.
-
Ҫырчаллинче вӑрттӑн ӗҫлекен казинона тупса хупнӑ
Ҫырчалли экономика полицейскийӗсем азартлӑ вӑйӑсене саккунсӑр йӗркелени факта тупса палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ТР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ.
-
«СССР тата АПШ хушшинче хӗҫпӑшалсӑрланасси ҫинчен договор пулман пулсан, эпир сирӗнпе халӗ пурӑнмастӑмӑрччӗ»
Ҫакӑн пирки АПШ тинӗс пехотин корпусӗн разведкин офицерӗ пулнӑскер, ООН хӗҫ-пӑшал инспекторӗ Скотт Риттер пресс-конференци вӑхӑтӗнче каларӗ.