Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спас районӗнче хӗрлӗ кӗнекери ӑмӑрткайӑк-карлика хӑтарни ҫинчен ырӑ истори

«Спасский» заказник специалисчӗсем сайра тӗл пулакан кайӑка ҫӑлса хӑварнӑ. Ӑна Спас районӗнчи Виҫӗ кӳлӗ ял хӗрринче Пӑлхар хулинче пурӑнакан ҫын тупнӑ.

Тискер кайӑкӑн сылтӑм ҫуначӗ хуҫӑлнине асӑрханӑ. Ӑмӑрткайӑка тухтӑр пӑхса суранне ыратми тунӑ. Сываличчен вӗҫен кайӑка Ешӗлвар районне «Центр внедрения инновационных технологий в области сохранения животного мира» учреждение янӑ, унта кайӑка специалистсем пӑхӗҫ.

Ӑмӑрткайӑк-карлик - хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ кайӑк, вӑл вӑрттӑн пурӑнать, юханшыв хӗрринчи пысӑк вӑрмансене юратать, вӗтӗ чӗрчунсемпе тӑранать. Республикӑра халӗ 100 мӑшӑр яхӑн пурӑнать.

Тутарстан Республикин биоресурс Госкомитетӑн пресс-служби

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев