Ҫырчаллинче вӑрттӑн ӗҫлекен казинона тупса хупнӑ
Ҫырчалли экономика полицейскийӗсем азартлӑ вӑйӑсене саккунсӑр йӗркелени факта тупса палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ТР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ.
"Татар-информ" пӗлтернӗ тӑрӑх, право хуралҫисем вӑйӑ салонне ятарлӑ оборудованипе усӑ курса тупнӑ. Полици ӗҫченӗсем салонӑн техника хатӗрӗсене тата 10 вӑйӑ аппаратне пӗтӗмпех туртса илнӗ. Салонӑн саккунсӑр ӗҫне пӗтӗмпех пӗтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра право хуралҫисем вӑрттӑн казино организацине хутшӑнакансене шыраҫҫӗ.
Татар-информ ИА сӑнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев