Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СССР тата АПШ хушшинче хӗҫпӑшалсӑрланасси ҫинчен договор пулман пулсан, эпир сирӗнпе халӗ пурӑнмастӑмӑрччӗ»

Ҫакӑн пирки АПШ тинӗс пехотин корпусӗн разведкин офицерӗ пулнӑскер, ООН хӗҫ-пӑшал инспекторӗ Скотт Риттер пресс-конференци вӑхӑтӗнче каларӗ.

Ӗнер, майӑн 15-мӗшӗнче Скотт Риттерпа тӗлпулу иртрӗ. Вӑл Раҫҫейе ятарласа хӑйӗн "Гонка разоружения" ятлӑ кӗнекипе паллаштарма килнӗ. Кӗнекере автор Америка правительстви хӗҫпӑшалсӑрлатас ыйту ҫине тата ядерлӑ хӗҫ-пӑшал контролӗ ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартать, хӑйӗн асаилӗвӗсемпе паллаштарать. Скотт Риттер ҫак кӗнекене 45 ҫул ҫырма ӗмӗтленнӗ. Договор ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн вара ун валли май тупӑннӑ.

"Ку кӗнекене тӗнче историйӗнчи тата манӑн пурнӑҫри уйрӑм вӑхӑта халалласа ҫырнӑ. СССР тата АПШ хушшинче хӗҫпӑшалсӑрланасси ҫинчен договор пулман пулсан, эпир сирӗнпе халӗ пурӑнмастӑмӑрччӗ. Вӑл СССР тата АПШ хушшинчи ядерлӑ вӑрҫа сирсе янӑ. Паян нумайӑшӗ ун ҫинчен пӗлмеҫҫӗ те", - пуҫларӗ Риттер хӑйӗн калавне.

"Эпӗ кӗнекене 2019 ҫулта ҫырма пуҫланӑ та 2022 ҫулта ҫырса пӗтернӗ, ҫак вӑхӑт хушшинче тӗнче улшӑннӑ. Раҫҫейпе АПШ халӗ каллех сивӗ вӑрҫа аса илтерекен тапхӑра кӗнӗ. Халӑхсем хушшинчи хутшӑнусем мӗншӗн ҫав тери начар пулнине ӑнланмалла пирӗн. Анчах та 80-мӗш ҫулсен варринче вӗсем хӗҫпӑшалсӑрланасси ҫинчен договор ҫинчен калаҫнӑ чухне хутшӑнусем тата япӑхрах пулнӑ", – терӗ экс-разведчик.

Ҫапах та кӗнекене хӗҫпӑшалсӑрланасси ҫинчен договор пурнӑҫланнин историлле хроникине халалламан. Вӑл ракетӑсене пӗтернине тӗрӗслекен тӗллевпе ыттисемпе пӗрле СССРа экспедицие килнӗ Скотт Риттерӑн асаилевӗсем ҫинчен. Автор ун чухне вӑл, ытти салтаксем пекех, совет ҫыннине тӑшман вырӑнне хунине аса илет.

Скотт Риттер нумай кӑсӑклӑ япаласем каласа пачӗ, ҫакна пӗтӗмпех пирӗн хаҫатӑн ҫитес номерӗнче вулӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев