Тутарстанра ВУЗсенче студентсен ачисем валли пӳлӗмсем уҫма сӗнеҫҫӗ
Вӗренӳ заведенийӗсенче атте-анне пулса тӑнӑ студентсем валли ача пӳлӗмӗсене уҫмалла. Ҫакӑн пек сӗнӳ хатӗрленӗ Госдума валли Тутарстанри ачасен омбудсменӗ Ирина Волынец. Вӑл Яна Лантратова депутат ячӗ ҫине ҫыру ҫырнӑ.
Вӑтамран хӗрарӑмсем пӗрремӗш ачана 26,75 ҫулта, иккӗмӗшне – 30,5 ҫулта, виҫҫӗмӗшне — 33,1 ҫулта ҫуратаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫурални "хӗрарӑмсен професси тӗлӗшӗнчен аталанӑвӗн пикӗ ҫине килет ", - палӑртнӑ омбудсмен. Ун шучӗпе, анне пулас килменни е каярах анне пулас кӑмӑл ҫавна пула ҫуралать.
Аслӑ шкулсем ҫумӗнчи ача пӳлӗмӗсене уҫни ҫак ыйтӑва татмалли ҫул ҫинче утӑм пулма пултарать, шансах тӑрать Волынец.
Ҫак пӳлӗмсенче ачасене урӑх ҫынсем пӑхма пултарӗҫ, ҫакӑ ҫамрӑк атте-аннесене хӑйсен пӗчӗк ачисене кӗске вӑхӑта хӑварма май парӗ.
Татар-информ ИА сӑнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев