News by date 17 March 2025
-
Тутарстанра «Çурхи каникул» мероприяти пуçланчӗ
Март уйăхӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 30-мӗшӗччен республикăра «Çурхи каникул» анлă мероприяти иртет, унăн тӗп тӗллевӗ – ачасен çул çинчи травматизмне чакарасси.
-
Паян Хусанта пурăнакансен паллă Раççей писателӗсемпе тӗл пулма май пур
Мартăн 17-мӗшӗнче Тутарстанăн тӗп хулине «Книжный поезд – 2025» çитрӗ. Ку вăл Пӗтӗм Раççей шайӗнчи акци, вăл писательсене, издательсене, обществăлла ӗçченсене тата паллах вулакансене пӗрлештерекен пысăк мероприяти. Кăçал ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă.
-
Яш-кӗрӗмӗн пултарулăхӗ фестивальсенче курăнать
«Студентсен çуркунни» фестивале хутшăнас текен командăсенчен йӗркелӳçӗсем заявкăсем илме пуçланă та ӗнтӗ. Мартăн 25-мӗшчен пама пулать заявкăсене.
-
Апачӗ тутлă пултăр!
Панулми икерчи Шыв çине çăнăх, апат соди, сахăр песокӗ, ванилин, теркăпа хырнă панулми хушса чуста хатӗрлемелле. Чустана тип çу ярса хӗртнӗ çатма çине кашăкпа ăсса хура-хура ик енӗпе те икерчӗ ăшаламалла. 350 г çăнăх, 1 панулми, 1 чей кашăкӗ апат соди, 50 г сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм ванилин, 200 мл тип çу, 450 мл шыв кирлӗ.
-
Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ
Пушăн 17-мӗшӗ – Герасим. Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ. Вӗсем килнӗ-килмен йăвисене юсама тытăнаççӗ-тӗк – кӗç-вӗç ăшăтать, çуркунне кая юлмасть. Кайăксем йăвисене ларсан пӗр эрнерен çурхи акана тухма юрать тенӗ ваттисем. Енчен те кайăксем йăва суйласа пӗр çӗртен тепӗр çӗре куçса çӳреççӗ – çанталăк час-час улшăнса тăрӗ.
-
Йышăну тунă чух çирӗп кăмăллă пулмалла
Март варри – çанталăк вăраннă вăхăт, çӗр çинчи пӗтӗм чӗрӗ чун, йывăç-курăк вăй илет, умра çутă пуласлăх. Хӗвел Така паллине кӗнине астрологи çулталăкӗ пуçланнă тесе ăнланмалла. Эмоцисем ытла пысăккăн капланса килеççӗ, йышăну тунă чух чăрмантарасран асăрханăр. Кам-тăр хăйпе хăй килӗшӳ тупаймасть, кам-тăр ăнăçăва вӗçерӗнмелле мар çирӗп тытать.