Тутарстанра «Çурхи каникул» мероприяти пуçланчӗ
Март уйăхӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 30-мӗшӗччен республикăра «Çурхи каникул» анлă мероприяти иртет, унăн тӗп тӗллевӗ – ачасен çул çинчи травматизмне чакарасси.
Çак тапхăрта патшалăх инспекторӗсем ачасене автомашинăпа илсе çӳрес правилăсене пăхăнине уйрăмах тимлеççӗ. Çуран çӳрекен ача-пăча хăрушсăрлăхне сăнаççӗ, вӗсен валли май килнӗ таран хăрушсăрлăхсăр çул тупма пулăшаççӗ.
Мероприяти шайӗнче çул-йӗрпе транспорт инкекӗсене чакарас тӗллевпе ачасем хушшинче профилактика калаçăвӗсем, акцисемпе конкурссем иртеççӗ. Вӗсене «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденийӗн ӗçченӗсем тата çамрăк инспекторсен юхăмӗн пайташӗсем хутшăнаççӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗ мӗн пур шкул ачи юратнă тапхăр – каникул çитнӗрен чӗнсе калани:
Хисеплӗ ашшӗ-амăшӗсем!
Çурхи каникул вăхăтӗнче çул çинче сирӗн ачăрсен хăрушсăрлăхӗ уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Çул-йӗр правилисем çинчен вӗсене тăтăшах аса илтерсе тăрăр тата хăвăр та вӗсемшӗн лайăх тӗслӗх пулăр.Ачасем ăçта пулнине яланах тӗрӗслесе тăрăр.
Çул çинчи хӑрушсӑрлӑх çинчен калаçу ирттерӗр.
Ачăрсене çул урлă каçнă чух асăрханмалли çинчен кашни кун аса илтерӗр.
Кун чухне телефонпа калаçни, наушниксемпе музыка итлени хăрушă пулма пултарни çинчен аса илтерӗр.Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе тата ятарлă ача креслисемпе усӑ курма ан манӑр.
Хусан Патшалăх автоинспекцийӗн сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев