Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ
Пушăн 17-мӗшӗ – Герасим. Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ. Вӗсем килнӗ-килмен йăвисене юсама тытăнаççӗ-тӗк – кӗç-вӗç ăшăтать, çуркунне кая юлмасть. Кайăксем йăвисене ларсан пӗр эрнерен çурхи акана тухма юрать тенӗ ваттисем. Енчен те кайăксем йăва суйласа пӗр çӗртен тепӗр çӗре куçса çӳреççӗ – çанталăк час-час улшăнса тăрӗ.
• Пуш уйăхӗн 18-мӗшӗ – Конон. Çак кун хӗвеллӗ-тӗк, çулла пăр çăвасран хăрамалла мар. Конон хыççăн 40 хутчен тăм ӳкет (ирхи сивӗ). Çеçпӗл чечек кăларнă пулсан пӗр эрнерен сухана тухма юрать. Пăрчăкансем вӗçсе килнӗ-тӗк – çуркунне ăшă пулать.
• Пуш уйăхӗн 19-мӗшӗ – Константин. Енчен те улатакка пуш уйăхӗнче йывăçсене таккать-тӗк – сивӗсем вăрахчен пулаççӗ. Çырмари пăр путать пулсан – тухăçсăр, йывăр çул пулать.
• Пуш уйăхӗн 20-мӗшӗ – Павел. «Çуркунне талăкра сакăр тӗрлӗ çанталăк», – теççӗ сăнакансем. Каç енне çанталăк ăмăр-тăк – тепӗр кун тăм ӳкессе.
• Пуш уйăхӗн 21-мӗшӗ – çурхи кунпа çӗр танлашни. Пӗлӗтсене сăнамалла: енчен те вӗсем тӳпере пит çӳлте тата хăвăрт шăваççӗ-тӗк – уяр çанталăка. Çил-тăман тухса юр тепӗр хут хире хумлăн-хумлăн ларсан – тыр-пул тата пахча çимӗç ăнса пуласса.
• Пуш уйăхӗн 22-мӗшӗ – Сороки, тăри кунӗ. Çак кун ăшă пулсан тата 40 кун ăшă пулать. Ăшă çил вӗрсен çулла çумăрлă пулать. Пӗрремӗш аслати çара вăрман çийӗн авăтсан – выçлăх çул пуласса. Ку кун сивӗ-тӗк – тыр-пул ăнса çитӗнессе.
• Пуш уйăхӗн 23-мӗшӗ – Василиса. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем пулни – ăшăтасса тата çумăр çăвасса. Çак кунран аслати авăтма пултарать. Шăнкăрч- сем вӗçсе килнӗ-тӗк – кӗçех ăшăтать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев