Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Яш-кӗрӗмӗн пултарулăхӗ фестивальсенче курăнать

«Студентсен çуркунни» фестивале хутшăнас текен командăсенчен йӗркелӳçӗсем заявкăсем илме пуçланă та ӗнтӗ. Мартăн 25-мӗшчен пама пулать заявкăсене.

Фестивале пурте лайăх пӗлеççӗ, çулсерен унта вăтамран 5 пин студент хутшăнать. Яланхи пекех фестивалӗн чи пысăк пайӗ пӗр сехете тăсăлакан пӗрлехи программа пулӗ. Жанрӗсем тӗрлӗрен, 2025 çулта фестивальте ятарлă номинаци – чи лайăх çамрăк режиссер – пуррипе ытти çултисенчен уйрăлса тăрӗ. Ку номинацире пӗрлехи программăна хатӗрлесе лартакан çӗнтерӗ. Ăна 25 пин тенкӗ парса хавхалантарӗç. Март пуçламăшӗнче фестивале хутшăнма Тутарстанри 15 аслă шкул кăмăл тунă. Кăçал жюри пайташӗсем сценографие, программăна светотехникăпа илемлетнине те хаклӗç.

«Çурхи тумла» фестивале вăтам профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсем хутшăнаççӗ. Кăçал вăл 29-мӗш хут иртет. Унта Хусантан çеç 2,5 пин вӗренекен хутшăнать. 2025 çулта республикăри ытти хуласемпе районсенчен те хутшăнма ирӗк пур. 

«Пысăк тăхтав» Хусанти пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсене пӗрлештерет, ăна йӗркелесе ирттерекенӗ те Хусан хула администрацийӗ.  Заявкăсем йышăннă, мартăн 11-мӗшӗнче «Московский» Культура центрӗнче пӗр тапхăрӗ иртнӗ те ӗнтӗ. Хусанти 24 шкулпа гимназирен 5 пин вӗренекен хутшăнаççӗ унта. Çӗнтерӳçӗсене укçа призӗсем парса хавхалантарӗç – 50 пин тенкӗрен пуçласа 1 миллион тенкӗ таранах. 

Апрелӗн 6 – 15-мӗшсенче жюри пайташӗсем «Студентсен çуркуннин» пӗрлехи программисене пăхса вăйлăрах командăсене суйлав тапхăрӗнчен малалла ирттереççӗ. Майăн 16-мӗшӗнче Атăлçи Физкультура, спорт тата туризм университетӗнче гала-концерт иртет. Фестивалӗн яланхи тӗллевӗ –  пултаруллă çамрăксене тупса вӗсем çинчен халăха пӗлтересси, малалла аталанма пулăшасси. «Çамрăксем тата ачасем» çӗнӗ наци проектне пурнăçланиех ӗнтӗ ку. 

Фестивале заявкăсем йышăнма пуçланă ятпа ирттернӗ пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина кăçал Раççей шайӗнчи «Раççей студентсен çуркуннине» Хусанта ирттерме пулнине, халӗ ку план улшăнма пултарассине пӗлтерчӗ. Сăлтавӗ? 2025 çулхи «Студентсен çуркуннине» «Çӗнтерӳ çуркунни» пек ирттерес идея çуралнă, çавăнпа ăна ирттерес вырăна та улăштарма пултараççӗ имӗш. 

Кăçал 25-мӗш хут старта тухрӗ республикăри пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗ. Халӗ Хусанти, зонăсенчи тапхăрсем пыраççӗ. Аса илтеретпӗр, ку фестивале 5 – 21 çулсенчи ачасемпе çамрăксем хутшăнаççӗ. Юнкун Хусанти Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче «Хореографи», «Конферанс» номинацисемпе конкурс иртнӗ. Эрне пуçламăшӗнче «Вокал-соло», «Вокал ансамблӗсем» номинацисенче заявка панисем  «Созвездие-Йолдызлык» музыка театрӗнче çитес тапхăра иртме тивӗççине кăтартса панă.

 

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь творчество