News by date 17 April 2025
-
Сăваплă ӗçе хутшăннисене пурне те тав!
Пăва районӗнчи Ескуль пысăк ял мар. Унта куллен пурăнакансем те шутлă кăна, нумайăшӗ хулана куçса кайнă. Çапах та çулла Ескуле чун кӗрет тейӗн – çак ялта çуралса ӳснисем тăван яла çу каçма килеççӗ. Пушă пӳртсем аслисемпе ача-пăча сассипе тулаççӗ – пурнăç кӗрлесе тăрать кунта çулла. Ял халăхӗ питӗ туслă пурăнать Ескульте.
-
Летчик-ентешӗмӗр хăй те пирӗн хушăра пулнă пекех туйăнчӗ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче, Космонавтикăпа авиаци кунӗнче, районти Тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсен союзӗн пайташӗсем Виктор Петухов председатель ертсе пынипе Матакри С.А.Уганин ячӗллӗ вăтам шкулта пуçтарăнчӗç. Тӗллев – хамăрăн ентеше, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерне, авиаципе космонавтика майорне, Афган вăрçине хутшăннă Николай Романова асăнассиччӗ.
-
«Астăвăм сачӗ» акци иртет
Апрелӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа 26-мӗшӗччен Тутарстан Республики халăхсен хушшинчи Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă акцие хутшăнать.
-
Олег Николаевпа тӳрӗ эфир пулать
Паян, апрелӗн 17-мӗшӗнче 11:00 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттерет.