Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Астăвăм сачӗ» акци иртет

Апрелӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа 26-мӗшӗччен Тутарстан Республики халăхсен хушшинчи Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă акцие хутшăнать.

Республикăра пурăнакансен Тăван çӗршыв вăрçине хутшăннă тăванӗсене асăнса йывăç лартма  май пулать.

«Тӗп акци апрелӗн 26-мӗшӗнче иртет. Пӗтӗмпе çак кун  320 площадкăра  миллион ытла йывӑç лартма  палӑртнӑ. Пурне те акцие хутшӑнма чӗнетпӗр», – пӗлтернӗ ТР вӑрман хуçалӑхӗн министрӗ Равиль Кузюров. Тутарстанран 378 пин салтак вăрçăран таврăнайманнине те каласа хăварнă ведомство ертӳçи.

Мероприяти 10 сехетре пуçланать. Хусан çывӑхӗнче акци 4 площадкӑра иртет. Республикăра хăш вырăнсенче йывăç лартнине «Астăвăм сачӗ» акцин официаллă сайтӗнче пӗлме пулать. Кӗреçесемпе хунавсемпе вырăнтах тивӗçтереççӗ.

Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр Тутарстанра акцие хутшăннă 30 пин çын 400 гектар лаптӑкра 1,5 миллион хунав  лартнӑ.

ТР Вӑрман хуçалӑхӗн министрствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество посадка деревьев лесное хозяйство 80-летие Великой Победы