Олег Николаевпа тӳрӗ эфир пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Николаевпа тӳрӗ эфир пулать

Паян, апрелӗн 17-мӗшӗнче 11:00 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттерет.

Тӗлпулăва федераци, республика тата округри МХХ представителӗсене, студентсемпе шкул ачисене чӗннӗ.

Трансляцие Олег Николаевăн социаллă сечӗсенче – телеграмм-каналӗнче тата «ВКонтактри» страницинче, Чăваш Наци телевиденийӗн эфирӗнче курма, «Тăван радио» тата  Чăван Наци радиора итлеме пулать.

Сăнӳкерчӗк «Олег Николаев | Чувашия»телеграмм-каналтан. 


общество Чувашия Николаев прямой эфир

Нет комментариев