Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сăваплă ӗçе хутшăннисене пурне те тав!

Пăва районӗнчи Ескуль пысăк ял мар. Унта куллен пурăнакансем те шутлă кăна, нумайăшӗ хулана куçса кайнă. Çапах та çулла Ескуле чун кӗрет тейӗн – çак ялта çуралса ӳснисем тăван яла çу каçма килеççӗ. Пушă пӳртсем аслисемпе ача-пăча сассипе тулаççӗ – пурнăç кӗрлесе тăрать кунта çулла. Ял халăхӗ питӗ туслă пурăнать Ескульте.

Ял çумӗнчи масар çинче эпир 2022 çулта пурте пӗрле пуçтарăнса часавай лартрăмăр. Кун пирки «Суварта» та çырнăччӗ. Юлашки вăхăтра темшӗн вилекенсем йышланчӗç, пысăк мар масар тулса пырать. Хулара пурăнакансене те илсе килсе тăван ял масарӗнче пытараççӗ, ялтисем те сахалăн мар çӗре кӗчӗç...

Çавăнпа масара аслăлатас шухăш çуралчӗ. Мартăн 22-мӗшӗнче иртнӗ ял пухăвӗнче халăх масара хăйӗн вăйӗпе пысăклатма йышăнчӗ. Кун пирки хуласенче пурăнакансене те пӗлтертӗмӗр. Сăваплă ӗçе пурнăçлама майӗпен-хуллен укçа пуçтарăнма пуçларӗ. Нумай пулмасть пӗр канмалли кун субботник йӗркелерӗмӗр. Унта хулара пурăнакансем те нумайăн килнӗччӗ. 

Ӗç вӗресе кăна тăчӗ. Пӗрисем йывăçсене касса тирпейлерӗç, теприсем юпасем лартма шăтăксем чаврӗç. Çӗнӗ карта валли материал заказ панăччӗ. Вăл апрелӗн 5-мӗшӗ тӗлне хатӗр пулчӗ. Тăрăшса ӗçлерӗ ял-йыш, арçынсем кӳнӗ материалтан карта валли секцисене шăратса çыпăçтарчӗç, унтан вырнаçтарса лартрӗç. Хӗрарăмсем ӗçлекенсене тутлă апатпа сăйларӗç.

Çак ырă ӗçе хутшăнакансене пурне те – укçа паракансене те, масар картине вырнаçтарса лартакансене те, пӗçерсе çитерекенсене те – пурне те чӗререн тав тăвас килет. Пӗрле тăрăшсан эпир темӗнле ӗç те тума пултаратпăр, ескульсем!

Светлана ИСАКОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство общество Буинский район