News by date 17 December 2018
-
Паянхи кун вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелеме ыйтать
Кашни хăй вырăнĕнче тивĕçлĕ шайра вăй хурсассăн тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр сăмах тупсан тин тăван чĕлхесен шăпине лайăхлатма, вĕсен хăватне ӳстерме пултаратпăр.
-
Ну маттур та ку хӗрсем!
«Аталан» хальхи вăхăтра республикăри чăваш ачисен хушшинче «Аталан Хӗл Мучийӗ» конкурс пуçарнине тепӗр хут аса илтеретпӗр. Ӗçсене ыранччен, декабрӗн 18-мӗшӗччен, ярса памалла. Васкăр! Конкурса 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Пӗрремӗш вырăна çӗнсе илнӗ ача патне «Аталан Хӗл Мучийӗ», «Аталан» пикисемпе пӗрле шкула парне пама килет.
-
ХУСАНТА ТӖП ЧĂРĂШ 27-МӖШӖНЧЕ УÇĂЛАТЬ
Тӗп Чăрăша декабрӗн 27-мӗшӗнче савăнăçлă лару-тăрура уçаççӗ. Йӗркелӳçӗсем шантарнă тăрăх, мероприяти питӗ интереслӗ пулать.
-
Пӗр ача та Çӗнӗ çул кучченеçӗсӗр юлмасть
Хусанта ача садне çӳрекенсене, пуçламăш класра вӗренекенсене, инвалид-ачасене, нумай ачаллă çемьере ӳсекенсене пурне те Хӗл Мучи кучченеç парать.
-
КИПЕККАССИНЧЕ ТЕЛЕПРОГРАММА ӲКЕРЧӖÇ
Çывăх вăхăтра Чăваш Ен Пăва чăвашӗсене телевизорпа кăтартӗ. Декабрӗн 14-мӗшӗнче Кипеккассинче иртнӗ пӗрлехи «çавра сӗлтеле» Чăваш наци конгресӗ ӳкерсе кайнă.