Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр ача та Çӗнӗ çул кучченеçӗсӗр юлмасть

Хусанта ача садне çӳрекенсене, пуçламăш класра вӗренекенсене, инвалид-ачасене, нумай ачаллă çемьере ӳсекенсене пурне те Хӗл Мучи кучченеç парать.

Хусанта Çӗнӗ çул парнисӗр пӗр ача та юлмасть, тесе пӗлтернӗ паян Хусан Ӗçтăвкомӗн ӗçлӗ тунтикунӗнче. Çак тӗлӗшпе Хусан мэрийӗ хула бюджетӗнчен 20 миллион тенкӗ ытла укçа уйăрнă. Çапла вара ача садне çӳрекенсем, пуçламăш класра вӗренекенсем, инвалид-ачасем, нумай ачаллă çемьере ӳсекенсем пурте Хӗл Мучи кучченеçне илӗç. Хусанта Чăрăш уявне кăçал пӗтӗмпе 135 пин ача хутшăнать.

Кунсăр пуçне декабрӗн 26-мӗшӗнче Хусан Ратушинче пултаруллă тата пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнӗ 700 ача валли бал-маскарад иртет. ( А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев