Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТА ТӖП ЧĂРĂШ 27-МӖШӖНЧЕ УÇĂЛАТЬ

Тӗп Чăрăша декабрӗн 27-мӗшӗнче савăнăçлă лару-тăрура уçаççӗ. Йӗркелӳçӗсем шантарнă тăрăх, мероприяти питӗ интереслӗ пулать.

Хусан çыннисемпе хăнисен Çӗнӗ 2019 çула Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче кӗтсе илме май пур. Кунтах РФ Президенчӗн саламне те итлеме пулать. Аса илтеретпӗр, Тутарстанăн Тӗп Чăрăшӗ хальхинче хăйӗн «пропискине» улăштарать. Вăл Хусанăн 1000 çуллăх тӳремӗнчен Çемье центрӗ умне куçать. Тӗп Чăрăша  декабрӗн 27-мӗшӗнче савăнăçлă лару-тăрура уçаççӗ. Йӗркелӳçӗсем шантарнă тăрăх, мероприяти питӗ интереслӗ пулать. Программăра çаплах «Халăх Хӗл Мучийӗ» конкурс çӗнтерӳçисене чыслассине те кӗртнӗ. Ачасем валли пăр хули уçăлать. Кунта пăр скульптурисем, ярăнмалли тăвайккисем пулаççӗ, карусель те ӗçлеме пуçлать. Пӗр сăмахпа, декабрӗн 27-мӗшӗнчен кунта кашни кун уяв. Çӗнӗ 2019 çула килте телевизор умӗнче кӗтес темесен, кунта килмелле. Эппин, тӗл пуличчен! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество