КИПЕККАССИНЧЕ ТЕЛЕПРОГРАММА ӲКЕРЧӖÇ
Çывăх вăхăтра Чăваш Ен Пăва чăвашӗсене телевизорпа кăтартӗ. Декабрӗн 14-мӗшӗнче Кипеккассинче иртнӗ пӗрлехи «çавра сӗлтеле» Чăваш наци конгресӗ ӳкерсе кайнă.
Декабрӗн 14-мӗшӗнче Пăва чăвашӗсем Кипеккасси ялӗнче Шупашкар хăнисене – Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» тата культура комитечĕсен пайташĕсене йышăнчӗç. ЧНК пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ку тӗлпулăва октябрь уйăхӗнчех ирттерме палăртнă, анчах тӗрлӗ сăлтава пула декабрь уйăхне хăварма тивнӗ. Икӗ регион чăвашӗсен тӗлпулăвӗн тӗллевӗ – пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашасси.
Пухăннисем малтан Василий Краснов-асли, Григорий Краснов-кӗçӗнни, Валем Ахун, Сергей Ялавин çыравçăсене асăнса Культура çурчӗ умне лартнă стелла умне чечексем хунă.
Яланхи пекех, пăвасем хальхинче те хăнасене кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленнӗ. Районти пултарулăх ушкăнӗсем улах ларнине кăтартнă, ал-ӗç, чăваш апат-çимӗç куравӗсене йӗркеленӗ. Кутăрăхри чăвашсем тăван культурăна аталантарас тӗлӗшпе сахал мар ӗçлеççӗ, çулталăкра вун-вун мероприяти иртет. Хăйсен ӗçӗпе вырăнти ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин тӗплӗн паллаштарнă.
«Пăва чăвашĕсемпе Чăваш Ен делегацийĕ «çавра сĕтел» йĕркелесе чăвашлăха, йăла-йĕркене аталантарасси, ачасене шкулта тăван чĕлхене вĕрентесси, фольклор ушкăнĕсен ĕçĕ тата ытти çинчен те сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашрĕç. Тĕлпулу чăн чăн уяв пулса тăчĕ. Кунта вырăнти «артистсем», Шупашкартан килнисем те юрларĕç, ташларĕç, пултарулăхне кăтартрĕç. Пăва районĕнчи Кипекассинче иртнĕ тĕлпулу икĕ енĕшĕн те усăллă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ»,– тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби тӗлпулу пирки. (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев