Паянхи кун вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелеме ыйтать
Кашни хăй вырăнĕнче тивĕçлĕ шайра вăй хурсассăн тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр сăмах тупсан тин тăван чĕлхесен шăпине лайăхлатма, вĕсен хăватне ӳстерме пултаратпăр.
Паянхи лару-тăру вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелеме ыйтать. Вăхăт ыйтнине кура хальхи вăхăтра вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне ӳстерсех пыраççĕ. Чăваш Енри чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем вĕрентӳри тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явма, пĕр-пĕрин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашма, пĕлĕве ӳстерме канашлусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх урокĕсем, «Уçă урок», «Педагогика ăсталăхĕ» фестивалĕсем ирттереççĕ.
Декабрӗн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çĕрпӳ хулин Совет Союзĕн Геройĕ М.В.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулĕнче тăван чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас ыйтусем тавра «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем, Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем тата «Çĕрпӳ хыпарçи» хаçат ĕçтешĕ Руслан Сайфутдинов хутшăнчĕç.
«Çавра сĕтелте» тăван чĕлхесен паянхи вĕренĕвĕпе аталанăвĕн тĕрлĕ çул-йĕрĕ, пуласлăхĕпе малашлăхĕ, чăваш чĕлхине шкул вĕрентĕвĕнче сыхласа хăварасси çинчен калаçу пычĕ. Канашлăва хутшăнакансем хальхи тапхăрта тăван чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас ыйтусем тавра калаçрĕç, йывăрлăхсенчен мĕнле тухмалли пирки хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç. Уйрăммăн илсен чăваш чĕлхине шкулсенче упраса хăварма тата аталантарма пулăшма, унăн сумлăхне ÿстерме, кулленхи хутшăнура унпа анлăрах усă курма кирлĕ условисем тума тата ăна алла илекенсене хавхалантарма майсемпе мелсем шырамаллине каларĕç, çавăнпа пĕрлех усăллă сĕнÿсем те пачĕç.
Пĕлӳлĕхпе ăсталăха ӳстермелли «çавра сĕтел» пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Тухса калаçакансем ыйтусен сӳтсе явӗнче кашниех хăй вырăнĕнче тивĕçлĕ шайра вăй хурсассăн тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр сăмахлă пулсан тин тăван чĕлхесен шăпине лайăхлатма, вĕсен хăватне ÿстерме пултаратпăр терĕç.
Геронтий НИКИФОРОВ Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев