News by date 18 April 2026
-
Кăштах кулăш
Студент доска умне пӗр-икӗ предложени çырнă питӗ пӗчӗк хут йăтса тухать. Преподаватель: – Ăçта сирӗн хуравăр? – Пуçра. – Ку вара мӗн? – ыйтать преподаватель студентăн аллинчи хут çине кăтартса. – Кунта – вырнаçманни.
-
Петр Захаровăн кӗнекине тăванӗсем кăларчӗç
Петр Захаров шкулта вӗреннӗ чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Хайлавӗсем Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ», Нурлат районӗнчи «Туслăх» тата республикăри чăвашсен «Сувар» хаçачӗсенче пичетленнӗ. 2000-мӗш çулсенче Петр Андреевич уйрăмах нумай çырнă. Пӗрин хыççăн тепри сăвă кӗнекисем тухнă. 2007 çулта Петр Захаровăн пӗрремӗш «Чӗрере шăраннă йӗркесем» кӗнеки кун çути курнă. Ун хыççăн «Чӗре юрланă чух» (2009), «Юхать Сӗнче» (2011), «Юратуллă самантсем» (2014) кӗнекисем тухнă пултаруллă поэтăн.
-
1231-мӗш полк. Герыч
Донбасс халăхне хӳтӗлесе пуç хунă мотострелоксен 1231-мӗш полкӗн салтакӗсене асăнса 2023 çулхи ноябрь уйăхӗнче Донецк çывăхӗнчи Комсомольское хулинче уçнă Астăвăм аллейинче халӗ Тутарстанран ятарласа илсе кайнă хурăнсем ӳсеççӗ. Салтаксем хăйсен вăйӗпе унта палăк лартнă. Юнашарах хурлăхлă стенд та пур, ун çинчен 1231-мӗш полкăн 82 паттăрӗ тимлӗн сăнаса пăхать, вӗсен йышӗнче Элмет районӗнчи Патраклă ялӗн мăнукӗ, Герыч позывнойлă чăваш ачи Анатолий Геннадиевич Ильдуков сержант та.
-
Хусанти Нумай нациллĕ Вырсарни шкулĕ 30 çулта
Халăхсен Туслăх çуртĕнче çак кун вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хуçа пулса тăчĕç. Залра, сцена çинче тăван наци тумĕсене тахăннăскерсем , юрларĕç, ташларĕç, парнесем йышăнчĕç. Хисеплĕ хăнасем, Вырсарни шкулĕн сумлă юлташĕсем юбилейпе саламларĕç.