Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Нумай нациллĕ Вырсарни шкулĕ 30 çулта

Халăхсен Туслăх çуртĕнче çак кун вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хуçа пулса тăчĕç. Залра, сцена çинче тăван наци тумĕсене тахăннăскерсем , юрларĕç, ташларĕç, парнесем йышăнчĕç. Хисеплĕ хăнасем, Вырсарни шкулĕн сумлă юлташĕсем юбилейпе саламларĕç.

 

 Хусанти нумай нациллĕ Вырсарни шкуле 1992 çулта иртнĕ Тутарстан халăхĕсен I съезчĕ хыççăнах хăйĕн ĕçне пуçланă. Шăп 1992 çулта Советски районĕнчи Пионерсен çуртĕнче еврейсен ушкăнĕ тăван чĕлхине  вĕренме пухăннă. Кĕçех вĕсен çумне чăвашсем, армянсем хутшăннă, 1995 çулта Хусан хула пуçлăхĕ Нумай нациллĕ Вырсарни шкулĕ уçăлни çинчен Йышăну тунă. Унтанпа 30 çул иртнĕ, Вырсарни шкулĕнче тăван чĕлхине вĕренес текен халăхсен йышĕ ӳссех пырать. Тĕрĕс каларĕ Нумай нацилле Вырсарни шкулĕн директорĕ Маринэ Хухунашвили: “Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренекенсем вăхăтпа, çулĕсене кура çӳреççĕ. Пирĕн вĕренекенсенчен чи кĕçĕнни 4 çулта, чи асли – 90 çулта, вăл 30 çул пирĕнпе”. Мăн асаттесен-асаннесен чĕлхине вĕренме кăмăл пурри çителĕклĕ, условийĕсене шкулта туса панă, вĕрен те вĕрен. Халĕ республикăра Вырсарни шкулĕн 111 уйрăмĕ ĕçлет. 30 наци чĕлхипе калаçать паян Вырсарни шкулĕ, 30 наци хĕрĕ-ывăлĕ тăван культурăна ăша хывать, тăван чĕлхепе калаçма вĕренет.

ТР Патшалăх Канашĕ ятĕнчен вĕренекенсемпе педагогсене парламентăн Хисеплĕ Председателĕ, Тутарстан Халăхсен Ассамблейин председателĕ Фарид Хайруллович Мухаметшин саламларĕ. Вăл Вырсарни шкулĕн директорне, педагогсене тав турĕ, этнокультурăн хăйне евĕрлĕхне упрас ĕçре ăнăçу сунчĕ. Вĕрентӳре палăрнă педагогсене патшалах наградисене пачĕ.

Çакăн хыççăн уяв концерчĕ пуçланчĕ. Ăна тĕрлĕ наци ачисенчен тăракан “Жемчужина” ансамбль туслăх çинчен юрласа уçрĕ. Вырсарни шкулĕнче вĕренекенсем пĕр чарăнми юрларĕç, ташларĕç – кашни хăйĕн тăван чĕлхипе, тăван халăхĕн кĕввипе.

Паллах, Вырсарни шкулĕнчи чăвашсен уйрăмĕн С.Чаркина ертсе пыракан “Асамат кĕперĕ” ансамбле çитекенни пулмарĕ. Тăван çĕршыв çинчен хывнă çĕнĕ юрра аслă классенче вĕренекенсемпе пĕрле кĕçĕннисем те питĕ ăста юрларĕç, кĕвĕ майăн илемлĕн ташларĕç.

Паян чăвашсен уйрăмĕнче 24 ача вĕренни çинчен каласа пачĕ пире С.Чаркина. Вĕсенчен чи кĕçĕнни 4 çулта, чи асли – 16 çулта. Пурте тăван чĕлхине, чăваш чĕлхине хаваспах вĕренеççĕ, тăван наци культурипе, историйĕпе интересленеççĕ.

Сăнÿкечĕксем авторăн, gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #2026 – Год Единства народов