Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Петр Захаровăн кӗнекине тăванӗсем кăларчӗç

Петр Захаров шкулта вӗреннӗ чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Хайлавӗсем Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ», Нурлат районӗнчи «Туслăх» тата республикăри чăвашсен «Сувар» хаçачӗсенче пичетленнӗ. 2000-мӗш çулсенче Петр Андреевич уйрăмах нумай çырнă. Пӗрин хыççăн тепри сăвă кӗнекисем тухнă. 2007 çулта Петр Захаровăн пӗрремӗш «Чӗрере шăраннă йӗркесем» кӗнеки кун çути курнă. Ун хыççăн «Чӗре юрланă чух» (2009), «Юхать Сӗнче» (2011), «Юратуллă самантсем» (2014) кӗнекисем тухнă пултаруллă поэтăн.

Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен (халӗ вăл РФ Писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗ шутланать. – Ред.), Тутарстанри ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташӗ Петр Захаров хăйӗн сăввисенче тăван ял, тусӗсем, юрату, тавралăх илемӗ пирки çырать. 

Шел пулин те, 2024 çулхи декабрь уйă­хӗнче Петр Андреевич ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ. Пичетленмен сăввисем темиçе тетрадь те юлнăччӗ унăн. Телее, шăллӗ Борис Андреевич ал çырăвӗсене чиперех упранă, çухатман. «Пичче 70 çул тултарнă çӗре хăйӗн сăввисен пиллӗкмӗш кӗнекине кăларасшăнччӗ, ӗлкӗреймерӗ... Унăн ӗмӗтне эпир – тăванӗсемпе юлташӗсем – тăрăшса пурнăçа кӗртрӗмӗр, Петр Захаровăн пиллӗкмӗш кӗнекине кăлартăмăр», – тет Борис Захаров. 

 

Лидия ЧЕРНОВА.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели писатели РТ