Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Студент доска умне пӗр-икӗ предложени çырнă питӗ пӗчӗк хут йăтса тухать. Преподаватель: – Ăçта сирӗн хуравăр? – Пуçра. – Ку вара мӗн? – ыйтать преподаватель студентăн аллинчи хут çине кăтартса. – Кунта – вырнаçманни.

*  *  *

Экзамен пырать. Ватă профессор студентсене:

– Сиртен кам çак дис­циплинăна «5»-лӗх пӗлетӗп тесе шутлать?

Икӗ студент алă çӗклет.

– Парăр зачеткăрсене, – тет те хайхисене «5» лартса парать.

– Кам хăйне «4»-лăх пӗлет тесе шутлать?

Пӗр вунă студент алă йăтать. Профессор пурне те «4»­ лартать. «Виççӗлӗх пӗлекенсемпе» те çаплах истори пулса иртет. 

– Ыттисем экзамена паян тытаймарăр апла. Тепӗр хут пама килӗр, – тет преподаватель.

– Тепӗр хут хăçан пама юрать? – ыйтать пӗр студент.

– Ну-у... Атьăр халех. Кам та кам хăйне çак дисциплинăна «5»-лӗх пӗлет тесе шутлать?..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анекдоты